Сывлăха тĕрĕслемелле

Сывлăха тĕрĕслемелле

Халăхăн сывлăхне массăллă тĕрĕслесси яланах тĕп вырăнта тăнă. Анчах та маларахри çулсенче вăл хальхи пек анлă пулман.
2013 çултанпа вăя кĕнĕ диспансеризаци программи йывăр чирсене малтанхи тапхăрта палăртма, вĕсем аталанассинчен сыхланма май парать. Çавна май медиксем тÿлевсĕр диагностика витĕр пурне те тухма сĕнеççĕ.
Патшалăх программине 21 çултан аслăрах граждансем хутшăнаççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, шăпах çак ÿсĕмре çыннăн хăрушă чирсен симптомĕсем палăрма тытăнаççĕ, юн пусăмĕ хăпарни, сахăрăн е холестеринăн пысăк шайĕ.
2019 çулта диспансеризацире çак çулсенче çуралнисен сывлăхĕсене тĕрĕслеттермеллех: 1920, 1923, 1926, 1929, 1932, 1935, 1938, 1941, 1944, 1947, 1950, 1953, 1956, 1959, 1962, 1965, 1968, 1971, 1974, 1977, 1980, 1983, 1986, 1989, 1992, 1995, 1998 çулсенче çуралнисен.
Тÿлевсĕр диспансеризацие çавăн пекех ÿсĕме пăхмасăр çăмăллăхлă категорири çынсем — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем, суран илнĕ çар ĕçĕсен участникĕсем, «Блокадăри Ленинградра пурăннă çын» паллă илнисем, пĕтĕмĕшле чирпе е ĕçре аманса инвалида тухнисем, концлагерь узникĕсем е вăрçă вăхăтĕнче ытти çĕрте вăйпа тытса усранисем — тухма пултараççĕ.
Диспансеризаци тухма чи малтанах терапевт патне каймалла. Малаллахи утăмсене вăл тĕплĕн ăнлантарĕ.
Ачасен диспансеризацийĕ урăхларах иртет. Вĕсене район поликлиникин педиатрĕсем пăхса тăраççĕ. Тĕрĕслев графикне ача аталанăвне кура палăртаççĕ. Кĕçĕннисен сывлăхне 1, 3, 6, 7, 10, 14,17 çулсене çитсен анлăн тĕрĕслеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *