Вторник, 16 апреля

Рака хирĕç пĕрле

Рака хирĕç пĕрле

2005 çултан пуçласа кашни çулах февралĕн 4-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери рака хирĕç кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ — онкологи чирĕсемпе çыхăннă проблемăсем çине тимлĕх уйăрасси, халăх хушшинче усал шыççăн профилактикипе, ăна маларах тупса палăртассипе çыхăннă информацие сарасси.
Паянхи кун пирĕн республикăра онкологи чирĕсем сывлăх сыхлавĕнчи уйрăмах çивĕч ыйтусен шутне кĕреççĕ. Çакă вĕсемпе чирлесси ÿссе пынипе çыхăннă. Халĕ Раççейре усал шыçăпа чирлекен 3,5 миллиона яхăн çын пурăнать. Кашни çул 600 пине яхăн çын чирленине тупса палăртаççĕ. 2018 çулта Чăваш Республикинче 4187 çыннăн онкологи чирне тупса палăртнă. 2018 çулăн пуçламăшĕнче çакăн пек диагнозпа 27464 çын шутра тăнă, ку вăл республикăра пурăнакансен 2,2 процентне яхăн. Пĕлтĕр 100 пин çын çине 340,1 усал шыçăллă çын лекнĕ. Апла пулин те, Чăваш Енре онкологи чирĕсемпе чирлесси Раççейри тата Атăлçи федераллă округри ытти регионсенчи вăтам шайран сахалрах.
Усал шыçă чылай чухне ÿпкере, хырăмлăхра, тÿрĕ тата сарлака пыршăлăхра, сĕт па-рĕнче, ÿтре аталанать. Йăхра ракпа чирлисем пулни, тавралăх таса марри, усал йăласем, апатлану уйрăмлăхĕсем — рак аталаннин тĕрлĕ сăлтав пулма пултарать.
Пирус туртни ÿпкере, çăварта, пырта, хырăмай парĕнче, хырăмлăхра тата ытти органсенче усал шыçă аталантарма пултарать. Ытлашши виçе, çителĕксĕр хускални — сĕт парĕн, амалăхăн ракĕ, тĕрĕс мар апатланни — хырăмлăхăн, пыршăлăхăн, хырăмай парĕн ракĕ, алкоголь шĕвекĕсене виçесĕр ĕçни — çăварăн, пырăн, карланкăн, хырăмлăхăн, пĕверĕн, сĕт парĕн ракĕ аталанас хăрушлăха ÿстерет. Ытлашши ультрафиолет çути ÿт ракне яма пултарать.
Усал шыççа пуçласа яракан урăх сăлтавсем те пур. Онкологи чирĕсенчен сыхланас тесен усал йăласемпе туслашмалла мар, канцерогенлă япаласемпе сахалрах усă курмалла, апатланăва тĕрĕс йĕркелемелле, ытларах хускану тумалла.
Онкологи чирĕсене маларах тупса палăртса сиплеме пуçлани сывалас шанчăка чылай ÿстерет. Çавăнпа та сывлăх енчен мĕнле те пулин иккĕленÿ çуралсан больницăна çитсе тĕрĕслеттермеллех. Вăхăта тăсса сипленмесĕр пурăнни хăрушă.
Пирĕн республикăра тивĕçлĕ диагностика тума пĕтĕм мел пур. Вĕсем чире маларах тупса палăртма май параççĕ. 2018 çулта 1—2 тапхăрти усал шыççа тупса палăртасси 55,7 процентпа танлашнă. Диспансеризаци вăхă-тĕнче онкологи чирĕллĕ 433 çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен 70 процентĕнче чире малтанхи тапхăрта асăрханă.
Пĕлтĕр регионти онкодиспансер усал шыççа тупма тата сиплеме пулăшакан çĕнĕ йышши хатĕрсемпе пуянланнă. Çулсерен операцисен шучĕ ÿссе пырать. Кăçал «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пурнăçланма пуçлать, унта онкологи чирĕсемпе кĕрешесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: онкологипе пирĕн пĕрле кĕрешмелле. Пĕрле ĕçлени çеç усал шыççа маларах тупса палăртса çынна сыватма май парĕ. Сиплев вăхăтĕнче чирлĕ çыннăн шухăш-кăмăлĕ, сывалма, йывăрлăхсене çĕнтерме ăнтăлни те питĕ пĕлтерĕшлĕ.
С.АГАФОНКИН,
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп специалист-онкологĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *