Кăçалхи февралĕн 6-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 5 хутчен пушар тухнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ кăмакасемпе, мăрьесемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснипе çыхăннă.
Раççей МЧСĕн надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕ кăмакасемпе усă курнă чухне пăхăнмалли йĕркесене аса илтерет:
— кăмака умĕнче 50х70 сантиметртан пĕчĕкрех мар тимĕр листи пулмалла;
— кăмакана ытлашши хĕрсе кайма памалла мар, кунне 2—3 хут 1,5—2 сехетрен ытла хутмалла мар;
— кăмакана хутнă чухне алăкне лайăх хупмалла;
— мăрьере пуçтарăнса ларнă хăрăм пушар кăларма пултарать, çавăнпа та хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен мăрьене хăрăмран тасатмалла;
— мачча çинчи мăрьен пайне шуратмалла. Шурă çинче хăрăм пуçтарăнни е мăрье çинче çурăк пулни лайăх курăнать;
— ачасене хăйсем тĕллĕн кăмака хуттармалла мар;
— вутта, тум-тире кăмака çумĕнче типĕтме юрамасть;
— кăмакана хутса янă чухне бензинпа, краççынпа тата ытти хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе усă курма юрамасть.
Енчен те пушар тухсан, çийĕнчех «01», «101» е «112» телефонсемпе пушар хуралне шăнкăравламалла.
И.ЧАРКИН,
РФ МЧСĕн районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.