Суббота, 20 апреля

Кайăксем пулăшу кĕтеççĕ

Кайăксем пулăшу кĕтеççĕ

Хĕллехи йывăр тапхăрта кайăксене апатлантармалла. Вĕсем уйрăмах çил-тăманра, шартлама сивĕсенче аптраççĕ. Анчах та ăсчахсен шухăшĕпе хăш-пĕр апат «çунатлă туссене» усăллă мар. Кайăксем çынсен пулăшăвĕсĕр хĕл каçаяççĕ-и е йывăç çинчи «столовăйсем» кирлех;
Специалистсем каланă тăрăх, кайăксемшĕн чи хăрушши хĕл сивви мар, апат çукки. Таврара чĕрчунсем хăйсем тупса çиме пултаракан апат сахал. Апла пулин те мĕн пур кайăка сăйлама кирлех мар. Ула кураксем, чакаксем хăйсемех ăна-кăна тупса тăранма пултараççĕ. Кăвакарчăнсемшĕн те пăшăрханмалли çук. Вĕсем 600—700 çухрăм вĕçме пултараççĕ. Орнитологсем сăнанă тăрăх, çăткăн кайăксем ытти чĕрчуна тапăнни те пулкалать.
Пирĕн тăрăхра хĕлĕн-çăвĕн пурăнаканнисенчен чăннипех те çын пулăшăвне кĕтекенни — кăсăя. Çак кайăк ырра ырăпа тавăрать. Специалистсен шухăшĕпе, хĕлле пĕр çĕрте тăранса пурăннă кăсăя çулла йăва çавăрма та çав вырăнах суйлать. Вăл çулталăкне 2 хутчен чĕпĕ кăларать. 1-мĕшĕнче 10—14 çăмартапа ларать. Тепринче кăшт сахалрах. Чĕпписем тухсан йышлă çемье таврари хурт-кăпшанка пĕтерет.
«Сар пĕсехесемсĕр» пуçне пирĕн тăрăхра шăнчассем, улатаккасем, шăван кайăксем, кĕпшĕлсем, уйăпсем хĕл каçма юлаççĕ. Шăпах вĕсем валли сырăшсем тумалла та. Пĕр йывăç çине 2—3 те çакма юрать. Вĕсене мĕнрен тата еплерех ăсталасси тĕп вырăнта мар. Чи пĕлтерĕшли — шала юр кĕрсе апатпа ан хутăштăр. Кайăк-кĕшĕке пулăшас текенсен вĕсене мĕнпе сăйламаллине те пĕлмелле. Специалистсем кайăксене тăварлă çитерме хушмаççĕ. Кĕрпе, шурă çăкăр, тĕрлĕ ÿсен-тăран вăрри вара юрăхлă апат.
Кайăксем — çутçанталăкăн пĕр пайĕ. Çавăнпа йывăр чухне çынсен пулăшмаллах вĕсене.
А.АЛЕКСАНДРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *