Йĕлтĕр йĕрĕ — 2019

Йĕлтĕр йĕрĕ — 2019

Февралĕн 9-мĕшĕнче, шăматкун, Комсомольски вăрманĕ хĕрринче «Йĕлтĕр йĕрĕ — 2019» чупу иртет. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене, спортпа тата физкультурăпа туслă çынсене ăмăртăва хутшăнма йыхравлатпăр. Ача садне çÿрекенсем кĕске дистанцире, ыттисем 1—5 километрлă дистанцисенче вăй виçеççĕ. «Йĕлтĕр йĕрне» хутшăнакансене 9.00 сехетре регистрацилеме пуçлаççĕ. 10.30 сехетре «Йĕлтĕр йĕрĕ — 2019» чупăва савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Старт 11 сехетре пулать.
Пĕри те айккинче ан юлăр, çемйипех, туссемпе пĕрле йĕлтĕрпе ярăнса сывлăхăра çирĕплетĕр.
ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *