Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕнче редакторсем, журналистсем, хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансем, полиграфистсем професси уявне паллă турăмăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев МИХсенче тăрăшакансене яваплăха туйса тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн тав турĕ, пичет ĕçченĕсен халăхшăн пархатарлă пулнине асăнчĕ. Хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарчĕ.
Михаил Игнатьев:
«Юлашки вăхăтра сахал мар тĕрлĕ информаци каналĕсем вăй илсе пыраççĕ. Профессионалсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатманни куçкĕретех, çынсем кулленех тухса тăракан хаçат-журналсене юратни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пресса кирек хăш вăхăтра та общество шухăшлавне йĕркелемелли чи пĕлтерĕшлĕ инструментсенчен пĕри пулнă. Хальхи ĕмĕрте, информатизаци çыннăн пурнăç тивĕçтерĕвĕн пĕтĕм сферине питĕ пысăк хăвăртлăхпа кĕрсе пынă тапхăрта, массăллă информаци хатĕрĕсен общество аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ татах та ÿсет».
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ хаçатсем граждансем çине пысăк витĕм кÿни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çынсем хăйсен шухăшĕсене унта çитсе пĕлтерме тăрăшаççĕ. Çăхавсем, сĕнÿсем те чылай. Кашни ыйтăва вăхăтра хурав пама тăрăшаççĕ хаçатра тимлекенсем.
Уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Николай Малов, Чăваш Ен прокурорĕ Василий Пословский саламларĕç
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов ĕçченсене уяв ячĕпе саламланипе пĕрлех, чылай çул тачă çыхăнура ĕçлекенсене те палăртса хăварчĕ. «Каçал ен» хаçат редакцийĕн коллективне РФ Патшалăх Думин депутачĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Ĕçри тăрăшулăха çÿллĕ шайра хаклани пире ĕçлеме хавхалантарать те.
А.ЕФРЕМОВА.