Вторник, 8 октября

Пенси ÿсрĕ

Пенси ÿсрĕ

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен страхлав пенсийĕсем 7,05 процент ÿсрĕç. Ял хуçалăхĕнче 30 çул тата ытларах ĕçленисен пенсийĕ вара тата та ÿснĕ.
Страхлав пенсийĕсем 2018 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 350-ФЗ №-лĕ Федераллă саккун тăрăх ÿсеççĕ. Пĕр пенси балĕ кăçалтан 87 тенкĕ те 24 пуспа, çирĕплетнĕ тÿлев 5334 тенкĕ те 19 пуспа танлашать. Ĕçлемен пенсионерсен пенси укçи 7,05 процент ÿсни инфляцирен икĕ хут хăвăртрах пулать.
Пенси фончĕн Канашри районсем хушшинчи управленийĕ январьтен 28949 ĕçлемен пенсионерăн пенсийĕ ÿснине пĕлтерет. Ку вăл — страхлав пенсине илсе тăракансен 83,3 проценчĕ. Канаш хулинче 10753 пенсионерăн, Канаш районĕнче — 8142 пенсионерăн, Комсомольски районĕнче — 6276 пенсионерăн, Тăвай районĕнче — 3778 пенсионерăн укçи ÿссе килнĕ. Миçе тенкĕ ÿсни кашнин тĕрлĕрен, маларах илсе тăнă пенси шайĕнчен килет. Вăтамран пенси 1022,47 тенкĕ ÿснĕ.
Çав вăхăтрах январĕн 1-мĕшĕнчен ял тăрăхĕнче пурăнакан, ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă 3417 ĕçлемен пенсионерăн пенси укçийĕ тата та ÿсрĕ. Çакăн пеккисем пирĕн районта — 1752-ĕн. Ял пенсионерĕсен пенсийĕ çирĕплетнĕ тÿлевĕн 25 проценчĕ чухлĕ пысăкланнă. Çакна валли ял çыннисен Пенси фондне заявлени çырмалла мар, унта ĕçлекенсем хăйсемех укçана ÿстерсе параççĕ. Ялти стажшăн вăтамран 1,21 пин тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Маларах асăннă 7,05 процент ÿснине шута илсен, ял специалисчĕсен пĕтĕмĕшле пенсийĕ вăтамран 2,2 пин тенкĕ ÿснĕ.
5814 пенсионер ĕçе пăрахман-ха. Вĕсемшĕн индексаци йĕрки унчченхи пекех юлать. Вĕсен пенси укçине ĕçлеме пăрахсан индексацилесе параççĕ.
Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 2,4 процент ÿсеççĕ. Пенси фончĕн Канашри районсем хушшинчи управленийĕнче çакă 3018 пенсионера пырса тивнине палăртаççĕ. Çав шутра Канаш хулинче — 937-ĕн, Канаш районĕнче — 904-ăн, Комсомольски районĕнче — 676-ăн, Тăвай районĕнче —501-ĕн.
Августăн 1-мĕшĕнчен 2018 çулта ĕçленĕ пенсионерсен страхлав пенсийĕсене çĕнĕрен шутласа параççĕ. Çапла 5814 çыннăн август уйăхĕнчен пенсийĕ ÿссе килет.
2019 çулта республикăра пурăнакансене страхлав пенсийĕ тÿлеме пĕтĕмĕшле 55,8 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *