Нумаях пулмасть çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ.
Кун йĕркинче 10 ыйту пулнă, çав шутра административлă йĕркене пăсни çинчен калакан 2 протокол. Административлă йĕркене пăснă граждансене айăплă тесе йышăннă, 250 тенкĕ штраф панă.
Çавăн пекех ларура РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕнчен, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕнчен ярса панă информаци çырăвĕсене тишкернĕ.
Çĕнĕ çул умĕнхи кунсенче республикăра çулталăка çитмен 2 ача вилнине регистрациленĕ. Вĕсем социаллă хăрушлăхри çемьесенче çитĕннĕ. Малашне çакăн пек инкексем ан пулччăр тесе декабрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 8-мĕшĕччен социаллă хăрушлăхри çулталăка çитмен ачаллă 1259 çемьене çитнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсенчен 11-шĕ ÿсĕр пулнă, 10 çемьере пĕчĕк ачасене çитĕнтерме юрăхлă условисем пулман. Çак çемьесене уяв кунĕсенче кашни кунах çитсе пăхса тăнă.
Ларура çавăн пекех нумай ачаллă çемьесенчи пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен, шкулсенчи профилактика совечĕсем çинчен те калаçнă, 2019 çул валли плансене палăртнă.
Л.ПУШКИНА.