Кăçалхи январь уйăхĕнче районти социаллă хÿтлĕх пайĕ ача пăхнăшăн паракан пособие 154 çынна 833,8 пин тенкĕлĕх, ача çуралнă хыççăн пĕр хутчен паракан пособие 6 çынна 100,6 пин тенкĕлĕх, 1984 ачана уйăхсерен паракан пособие 985,9 пин тенкĕлĕх, усрав çемьере пурăнакан 52 ачана 349 пин тенкĕлĕх пособи, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 13 ачана 97,6 пин тенкĕлĕх пособи, кăкăр çитерекен 44 амăшне 5 пин тенкĕлĕх компенсаци тÿленĕ.
Çавăн пекех январьте 154 çемье виççĕмĕш е хыççăнхи ачана çуратсан /усрава илсен/ уйăхсерен паракан пособие 1493,2 пин тенкĕлĕх илнĕ.