Январĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă. Унта вăл ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе çыхăннă патшалăх программине тĕплĕн сÿтсе явассипе йĕркеленĕ канашлу ĕçне хутшăннă.
Канашлăва уçнă май Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ял территорийĕсене аталантарма кăçал 25 миллиард тенкĕ ытла тăкаклама планланине палăртнă.
Хальхи вăхăтра республикăри ялсенче пĕтĕмпе 460 пин ытла çын пурăнать. Çакă регионти мĕнпур халăхăн 38 проценчĕпе танлашать. 2014—2018 çулсенче Чăваш Енри ялсен территорийĕсене аталантарма пурĕ 7,4 миллиард ытла тăкакланă. Программа ĕçлеме пуçланăранпа республикăри ялсенче пурĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 14 учреждение реконструкциленĕ, 12 клуба юсанă, 179 ФАП уçнă.
Çавăн пекех федераци уйăрнă укçапа граждансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, çулсене юсанă, газификаци, шыв ыйтăвĕсене татса панă, урамсене çутăпа тивĕçтернĕ, ачасене вылямалли площадкăсем хута янă тата ытти те.
Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă май, Михаил Игнатьев тĕрлĕ министрсемпе те ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ.