Йÿç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Лиза Носкован амăшĕ çĕвĕç пулнă. Ача чухне пĕрле утиялсем нумай çĕленине астăвать хĕрарăм. Шăпах çывăх çыннинчен вĕреннĕ те çак ăсталăха Луиза Николаевна.
Шурут Нурăсра ÿссе çитĕннĕскерĕн чăваш халăхĕн капăрлăх хатĕрĕсене тăвас шухăш çуралнă. 1999 çулта Йÿç Шăхальте пурăнакан алĕç ăстипе паллашсан ĕмĕчĕпе тепĕр утăм çывăхланнă. Мускава туя кайса вырăс халăхне чăваш тумĕпе, юрри-ташшипе тĕлĕнтерес тесе Людмила Козловăран вăхăтлăха çи-пуç ыйтнă. «Тепринче кÿршĕ ялти ăста патне шăрçасем илсе кайрăм, сцена çинче юрлас-ташлас килнине пĕлтертĕм, капăрлăх хатĕрĕсене туса пама ыйтрăм. Людмила Степановна юнашар лартрĕ те хăйĕнчен вĕренме хистерĕ», — аса илет Луиза Николаевна. Ылтăн алăллă ăста ун чухне каланă сăмахсем паян та хавхалантарса тăраççĕ.
«Хитре япала тăхăнма кирек кам та юратать, çав илеме хăв аллупа ăсталаса тăхăнни вара çĕр хут кăмăллăрах», — тенĕ ăна вĕрентекенĕ.
Халĕ Луиза Николаевна хăй те шкул ачисене, ялти хĕрарăмсене масмак, мăй çыххи, хăлха çакки тума хаваспах вĕрентет. Пĕлĕвне тарăнлатас тесе Чăваш Патшалăх педагогика университетĕнче куçăмсăр майпа технолог профессине алла илнĕ вăл. «Çынна ырă тăвас, хам мĕн пĕлнине хăнăхтарас килет. Тепĕр чух хĕрачасем ĕçне вĕçлесен килсе кăтартаççĕ те мĕн тери хĕпĕртетĕп. Çынна савăнма нумай та кирлĕ мар-çке», — тет Луиза Николаевна. Алă ĕçĕпе ларма кăмăллать вăл, тухьясем, хушпусем тăвать, вĕт шăрçапа «ÿкернĕ» картинсем кил-çурта илем кÿреççĕ, çыхнă тапăчкăсем те тем чухлех. Сăмах май, алĕç ăстин «мулĕ» тăван килĕнче упранать. Ашшĕ-амăшĕ пурнăçран уйрăлсан та çурт алăкĕсем çине çăра çакман ачисем. Кил ăшшине вара Луиза Николаевна капăр тумлантарнă пуканесем упраççĕ. Паянхи куна вĕсен шучĕ 42-е çитнĕ. Тĕрлĕ çĕртен кÿрсе килнĕскерсем маттур хĕр-арăм аллине лексен чăн-чăн чăваш пики пулса тăраççĕ. «Ăшшăн калаçатăп вĕсемпе, хăш чухне тумтирĕ «хуçине» килĕшмест пек туйăнать те — урăх кĕпе çĕлеме васкатăп», — каласа парать маçтăр. Пуринчен те ытларах пуканесемпе аппаланма, вĕсене хитре çи-пуç, тухья-масмак тăхăнтартма юратать вăл. Çакă уншăн — чăн-чăн чун киленĕçĕ. Тăван-хурăнташ Луиза Николаевна мĕнпе кăсăкланнине пĕлсе çитнĕ, çавăнпа пуканесем тупса пулăшаççĕ. Халĕ тепĕр 15 «хĕрпĕрчи» хăйĕн черетне кĕтет. Кĕçех вĕсем те палламалла мар улшăнĕç.
Тĕрлĕ куравсене, конкурссене час-часах хутшăнать лара-тăра пĕлмен хĕрарăм. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Улах» кружока та çÿрет. Унта маçтăрсем пĕр-пĕринчен те тĕрлĕ ăсталăха вĕренсе пыраççĕ. Юрă-ташăра та маттур Луиза Николаевна. «Пĕчĕклех юрлаттăм. Пĕр уявра диплом, асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç мана. Мĕн тери савăнтăм! Çунатăмсем татах та сарăлчĕç ун хыççăн», — тет Луиза Носкова. Маларах «Шÿлкеме» ансамбле çÿренĕ вăл, халĕ «Шăхаль» фольклор ансамблĕнче юрласа-ташласа халăха савăнтарать. Мĕн калăн? Маттур çын пур ĕçре те пултарать. Мăшăрĕ, Сергей Иванович, Никита ывăлĕпе Настя хĕрĕ те хавхалантарсах тăраççĕ кил вучахĕн управçине. Настя, сăмах май, каçсерен амăшĕпе пĕрле алĕç тума юратать. Алла йĕппе çип тытма, капăрлăх хатĕрĕсем ăсталама шкула кайма пуçласанах хăнăхтарнă ăна çывăх çынни. Пултаруллăскер амăшĕ пекех хăй туса хатĕрленĕ капăрлăх хатĕрĕсемпе тухать сцена çине. Хăй тунă япаласемпе тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăнсене тухать.
Луиза Николаевна ĕмĕтсемпе хавхаланса пурăнать. Çитес вăхăтра бисертан пысăк хурăн, илемлĕ чечексем ăсталаса чÿрече янахĕсене илемлетесшĕн вăл. «Çынсем çурт умĕпе иртсе пынă майăн пирĕн хĕлĕн-çăвĕн «ешерекен» чечек-курăкпа киленĕç вара», — тет ăста.
А.АЛЕКСАНДРОВА.