Пятница, 19 апреля

Заявленисем йышăнаççĕ

Заявленисем йышăнаççĕ

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти мĕнпур вĕренÿ учрежденийĕнче 2019—2020 вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш класра вĕренме ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнма тытăннă.
Комсомольски 1 тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче те пĕрремĕш класра вĕренме пуçлакан ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисем йышăнаççĕ. Чи малтанах пурăнакан вырăна шута хураççĕ. Кайран вара, июлĕн 1-мĕшĕнчен, классенче вырăн юлсан, ыттисенчен те заявлени илеççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ заявленисене вĕренÿ учрежденийĕсенче, çавăн пекех электронлă майпа, нумай функциллĕ центр е РФ патшалăх пулăшăвĕсем паракан пĕрлехи порталĕ урлă та пама пултарать.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *