Вăрçă ветеранне – саламлă çыру

Вăрçă ветеранне – саламлă çыру

Çитес çул Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 75 çул çитет. Çак çĕнтерĕве çывхартма чылай чăваш салтакĕ пулăшнă. Сăмахран, Хирти Сĕнтĕр тăрăхĕнчи ялсенчен 737 çын фронта тухса кайнă. Шел пулин те, вĕсенчен чылайăшĕ каялла таврăнайман. Ял çыннисем мирлĕ пурнăç тăвассишĕн кĕрешнĕ паттăрсене манмаççĕ, вĕсене асра тытаççĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Иван Яковлевич Салмин — вăрçăран чĕрĕ таврăнма пултарнисенчен пĕри. Пĕрремĕш çапăçăва вăл Ленинград патĕнче кĕнĕ, хулана ирĕке кăларас тесе тăрăшнă. Аслă Çĕнтерĕве вара Германире кĕтсе илнĕ.
Иван Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Яша 1942 çулта, 18 çул тултарсанах, салтака илнĕ. Вăл тÿрех Ленинград хулине лекнĕ, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра хулана фашистсем çавăрса илнĕ пулнă. Ленинград блокадинче чăваш салтакĕ артиллери разведчикĕ пулнă. Вăл тăшман ăçта вырнаçнине палăртса командира пĕлтерсе тăнă. Ленинград блокадинче лару-тăру хăрушă пулнă. Синкер тапхăрта салтаксемпе пĕрле мирлĕ халăх та питĕ нумай вилнĕ.
— Ылханлă тăшманăн пульли чылай тусăн пуçне çирĕ, анчах та вĕсен ячĕсем яланах манăн асăмра, вĕсен çутă сăнарĕ вара — чĕрере, — тет ветеран.
Кăçал, январĕн 27-мĕшĕнче, Ленинград хулине фашистсен блокадинчен хăтарнăранпа 75 çул çитрĕ. Çак ятпа Иван Яковлевич Салмина район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ăшшăн саламларĕ, çĕнтерĕве çывхартнă çĕрте ветеранăн тÿпи пысăккине палăртса хăварчĕ. Паллă пулăмпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Иван Яковлевича саламлă çыру янă. «900 куна тăсăлнă блокада хаяртан та хаяр тĕрĕслев пулнă. Çурçĕрти тĕп хула çыннисем кăтартнă иксĕлми паттăрлăхпа хăюлăха, çирĕплĕхе тата вĕсем тăван çĕре чунтан парăннине пула, Ленинграда ирĕке кăларнă кун тивĕçлипе Раççей çар мухтавĕн кунĕ пулса тăнă! Сирĕн паттăрлăхăр несĕлсен асĕнче ĕмĕрлĕхех чыслăн упранĕ! Тайма пуç сире, хаклă ветерансем, Ленинграда хÿтĕлесе хăварса эсир çитес ăрусене мирлĕ пурнăçпа пурăнма тата ĕçлеме май туса панă. Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей тата вăрăм ĕмĕр сунатăп!» — тенĕ вăл хăйĕн çырăвĕнче.
— Тавтапуç сире, хаклă çыннăмăр, юратнă вĕрентекенĕмĕр, пире тăнăç пурнăç парнеленишĕн. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Сывлăхпа, тăнăç пурнăçпа татах та нумай çул пурăнмалла пултăр, — терĕ Александр Осипов, Иван Яковлевича асăнмалăх парнесем панă май.
Ветеран ĕмĕрĕпе вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшнă. Иван Яковлевич физикăпа математика учителĕнче ĕçленĕ, шкул директорĕ пулнă. Сăмах май, ветеран тăван ялĕнчи шкула 27 çул ертсе пынă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та вăл алă усса ларман, Хирти Ĕнелпе Хирти Сĕнтĕр ялĕсенчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен совечĕн председателĕнче тăрăшнă.
— Унри ырă енсем, ĕçченлĕхпе хастарлăх, ыттисемшĕн чĕрĕ тĕслĕх вырă-нĕнче. Унпа пĕрле эпир тĕрлĕрен ĕç туса ирттертĕмĕр, — тет Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов.
Эпир кашни вăрçă тата тыл ветеранĕ умĕнче ĕмĕр парăмра, тылра ĕçленисемпе вăрçăра пуç хунисем умĕнче пуç таятпăр.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *