Юлашки вăхăтра Комсомольски ял тăрăхĕнче урамра чупса çÿрекен йытăсем нумайланчĕç. Ку, паллах, ялсенче пурăнакансене хăратать. Йытăсем ачасене, ватăсене тапăнса сиен кÿме пултараççĕ. Эпĕ сăнанă тăрăх, урамра чупакан йытăсем пурте мăйкăчсемпе. Апла пулсан, вĕсем килти йытăсемех, хуçасăр мар.
Чăваш Республикин 22 №-лĕ «Чăваш Республикинчи административлă право йĕркине пăсни çинчен» саккунăн 15 статйипе килĕшÿллĕн йытă хуçисен вĕсене ирĕккĕн кăларса яма юрамасть. Йытта уçăлма поводокпа илсе тухмалла. Енчен те вăл иртсе çÿрекенсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать пулсан, ăна çăварлăх тăхăнтартмалла.
Çак саккуна пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттараççĕ, штраф параççĕ.
Енчен те эсир камсен йыттисем урамра хуçасăр чупса çÿренине пĕлетĕр пулсан, Комсомольски ял поселенийĕн администрацине 8/83539/ 5-22-74 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатăп.
Йытăсем ушкăнпа чупса çÿрени чылай çынна хăратать. Пĕрле пуçтарăнса ĕçлесен çеç çак ыйтăва татса пама пултарăпăр.
М. ИЛЛАРИОНОВА,
Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ.