Пятница, 23 февраля

Çырăва хаклаççĕ

Çырăва хаклаççĕ

Хасиятулла ИДИАТУЛЛИН,
район пуçлăхĕ:
«Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче 2018 çулхи регионшăн чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене пĕтĕмлетрĕ, çивĕч ыйтусене палăртрĕ, тĕллевсене çирĕплетрĕ.
Çыру пур сферăна та пырса тивет: медицинăна, вĕренĕве, культурăна, спорта… Унта аграрисене те пысăк тимлĕх уйăрнă. Эпĕ, ял çынни, çакăншăн питĕ савăнтăм. Эпĕ нумай çул хушши шухăшласа çÿренĕ шухăшсене халĕ трибуна çинчен каларĕç. Тин ĕçе пикенекен фермерсене тата çемье фермисене, ял хуçалăх кооперативĕсене пулăшнине ырлатăп. Ял хуçалăхне пулăшсан ялăн малашлăхĕ пулатех!
Чăваш Ен Пуçлăхĕ АПК-на цифрăллă технологисем кĕртесси, «ăслă» ял хуçалăхĕ тăвасси çинчен, Раççей Правительстви ял хуçалăхĕнчи импорта чакарса ял хуçалăх продукцине хамăр патра туса илессине ÿстерме тĕллев лартни çинчен каларĕ. Çакă та пирĕншĕн питĕ лайăх.
Çулсерен хатĕрлекен çак Çыру — пирĕншĕн хăйне евĕр ориентир. Пирĕн тĕллев — кашни çын пурнăç пахалăхĕ ÿснине туйма пултартăр».

Владимир ГОРДЕЕВ,
Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ:
«Михаил Васильевич хăйĕн Çырă-вĕнче тĕрлĕ отрасльсен ĕçне пĕтĕмлетрĕ, çĕнĕ тĕллевсем лартрĕ.
Кăçалхи Çырура ял хуçалăхĕ паллă вырăн йышăнать. Аграрисем мĕнле аталанни ял ĕçченĕсен тата халăхăн пурнăç пахалăхĕ, территорисен аталанăвĕ çине витĕм кÿрет.
Юлашки çулсенче ял тăрăхĕсенче çĕнĕ культура çурчĕсем, ФАПсем, вĕренÿ учрежденийĕсем хута яраççĕ, çулсем тăваççĕ. Пирĕн ял поселенийĕнче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса Хирти Мăрат ялĕнчи культура çуртне, урамсенчи çулсене тата плотинана юсарăмăр. Кăçал инициативлă бюджетированипе усă курса урамсенчи çутăсене тума палăртнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче ял пурнăçне пырса тивекен пур енсене те çутатрĕ, ялăн малашлăхĕ пуррине палăртрĕ».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *