Пятница, 19 апреля

Çивĕч ыйтусене — тимлĕх

Çивĕч ыйтусене — тимлĕх

Январĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов хытă каяшсене илсе тухассипе çыхăннă ыйтусем тавра «Экоцентр» МВК» ОООн генеральнăй директорĕпе В.В.Лагуновскийпе тата çак предприятин директорĕпе Е.Ф. Майринпа тĕл пулнă.
Шел пулин те, регионаллă оператор ĕçĕнче паян кун çитменлĕхсем чылаййи куçкĕрет. Вăхăт-вăхăт районти ялсенчи çÿп-çап контейнерĕсене тулса кайсан та чылай вăхăт пушатмаççĕ, квитанцисемпе те веçех йĕркеллĕ тесе калама çук.
Александр Осипов çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă май контейнерсенчи çÿп-çапа вăхăтра турттарса каймаллине палăртнă, çÿп-çапа турттарса тухмасăрах квитанцисем валеçнĕ тĕслĕхсене аса илсе çак ыйтăва çывăх вăхăтрах татса пама сĕннĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *