Пятница, 26 апреля

Юрă-ташă тыткăнларĕ

Юрă-ташă тыткăнларĕ

Район 80 çул тултарнине халалланă смотр-конкурссем ял поселенийĕсенче малалла пыраççĕ. Çак кунсенче çакăн пек концерт Урмаел ял тăрăхĕнче иртрĕ. Ăна «Пирĕн парне — пирĕн халăхăн наци пуянлăхĕ» тĕп шухăшпа йĕркеленĕ.
Концерт пуçланиччен Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин ял тăрăхĕнче пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ, социаллă сферăра, ял хуçалăхĕнче пулнă улшăнусем çинчен каласа пачĕ. Малалла вара сцена çине пултарулăх коллективĕсем тухрĕç.
Чăнах та ĕнтĕ, тутар халăхĕн юрри-ташши питĕ янăравлă, хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Сцена çине «Мишар», «Тамчы» ансамбльсем тухсан кашнинех ташша тухас кăмăл çуралчĕ пулĕ. Çавăн пекех Урмаел, Тукай Мишер вăтам шкулĕсен коллективĕсем, шкул ачисемпе ача садне çÿрекенсем, Ильдус Шайдуллин тата Ильнар Хисамов солистсем хăйсен пултарулăхне кăтартса пачĕç. Кашни номер хыççăн куракансем тăвăллăн алă çупни артистсене хавхалантарчĕ.
Юрă-ташăпа киленнисĕр пуçне ал ĕçĕсен куравĕпе те паллашма май пулчĕ. Мĕн кăна ха-тĕрлемен вырăнти ăстасем? Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ, куракансем питĕ кăмăллă юлчĕç.
Г. ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *