«Ах, çил-тăман вĕçтерет-çке, çулсене йăлт шăлса тултарчĕ. Кун пек чух алăка та уçма пулмĕ. Мĕнле тасатас?» — пăшăрханса ларчĕ Еля аппа чÿречерен урамри асар-писер çанталăка сăнаса. Ялта пĕччен пурăнакан кинемее тăман тухни савăнтармасть çав ĕнтĕ, çулсене тасатма вăй кирлĕ-çке.
Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те унтах пурăнакан Елена Андреева 8 ачана кун çути парнелесе ура çине тăратнă, паян кун вара пĕчченех кун кунлать. Тĕпренчĕкĕсем çемьеленсе аякри ял-хулара тĕпленнĕ. Апла пулин те, юратнă амăшне вĕсем кунсерен шăнкăравласах тăраççĕ, пулăшма вăр-вар вĕçтерсе çитеççĕ. Шупашкарта пурăнаканнисем канмалли кунсенче килсех çÿреççĕ, тĕрлĕ ĕçпе пулăшса хăвараççĕ, пурнăç парнеленĕ амăшĕпе шăкăл-шăкăл калаçса кинемее савăнтараççĕ. «Вăхăт тупса час-часах килеççĕ. Мăнуксем, мăнмăнуксем хамăн ачасенчен те пылакрах вĕт. Хамăн ачасене юратса лăпкама вăхăт та пулман. Мăнуксемпе вара чун каниччен вăхăт ирттеретĕп. Чĕвĕл-чĕвĕл сассисемпе асанне, кукамай тесе чĕнеççĕ те чун ирĕлет, вĕсемшĕн савăнса тата та нумай пурăнас килет», — ăшшăн пуплет Еля аппа.
Чăнах та ĕнтĕ, пĕтĕм пурнăçĕ ĕçре иртнĕ Елена Ивановнăн. Вăл 1930 çулта колхоз ĕçченĕсен туслă çемйинче кун çути курнă. Çулĕ çитсен Çĕнĕ Мăрат шку-лĕнче вĕренме пуçланă, 3 çул унта ăс пухнă. Вăл вăхăтра нумай вĕренме майĕ те пулман çав. Пĕчĕкренех ачасем ĕç çумне çыпăçнă, ашшĕ-амăшĕн пулăшуçисем пулса тăнă. Çемьене умлăн-хыçлăн «çĕнĕ кайăксем» вĕçсе килнине кура Елян шăллĕ-йăмăкĕсене пăхма, амăшне кил-тĕрĕшре те, колхоз ĕçĕнче те пулăшма тивнĕ. Ача-пăчана çум çумлама илсе çÿренĕ, пахча-çимĕç пуçтарса кĕртнĕ ĕçсене хутшăнтарнă, ÿсерехпе алла çурла-çава тыттарнă.
Хаяр вăрçă пуçлансан Елян ашшĕ те çар тумĕ тăхăннă, алла пăшал тытнă. Хăрушă вăрçă çу-лĕсенче ялти пур ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Çак çулсенче уйрăмах йывăр пулнине аса илет Еля аппа: «Курăк çисе пурăннă тесен те юрать: ут кăшкарĕ, мăян çиеттĕмĕр, уя тухса шăннă çĕрулми пуçтараттăмăр. Çемьере миçе çăвар пулнă, пурне те тăрантармалла-çке-ха. Аннепе тан колхоза ĕçе çÿреттĕм. Лашапа та, вăкăрпа та утă-улăм, пахча-çимĕç турттараттăмăр». Вăрçăран таврăнсан ашшĕ Иван Борисов тимĕрçĕ лаççинче ĕçлеме пикеннĕ. Ăна ялта Тимĕрç Ванькка тесе чĕннĕ, хисепленĕ.
Ĕçчен те тăрăшуллă çамрăк хĕре ял каччи Илья Андреев куç хывнă, часах вĕсем туй кĕрлеттернĕ. Арçын колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă, бригадир та, завхоз та пулнă. Шел пулин те, Турри ăна вăрăм кун-çул пиллемен. 39 çулта чухне Шăмăршă районне вăрман касма кайсан вăл йывăç айне пулнă. Ун чухне Еля аппан кĕçĕн йĕкĕреш хĕрĕсем çулталăк та икĕ уйăхра çеç пулнă. «Нумай пурăнаймарĕ çав мăшăрăм, пĕр пÿрт ача-пăчапа хăварчĕ. Вакă пулнă ĕнтĕ ачасем. Юрать, аслисем пулăшакан пулнăччĕ. Çавсем çине пĕтĕм шанчăкчĕ», — куççульпе аса илет кинемей.
Темле йывăр вăхăтра та вăл пуçне усман. Тĕпренчĕкĕсене çын тăвас тесе ырми-канми тăрăшнă. Майĕпен ачисем пĕрин хыççăн тепри çунат сарса тăван йăваран вĕçсе тухнă, мăшăр тупса хăйсем çемье чăмăртанă, ача-пăчаллă пулнă.
Иккĕмĕш ывăлĕ Миша тăван ялтах, икĕ кил урлă çемйипе тĕпленнĕ. Вĕсем амăшне пур ĕçре те пулăшса тăнă. Инкек ăçтан килессе пĕлейместĕн: çулталăк каялла Миша вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Кăштахран унăн мăшăрĕ пĕчĕк мăнукне пăхма Самар облаçне тухса кайнă. «Мана ял-йыш пăрахмасть. Акă, Тукай лавккинче ĕçлекен Наташа çемйипе килсе пăхсах çÿрет. Наччасра юр тасатса хăварчĕç. Питĕ пысăк тав вĕсене ырă кăмăллă пулнăшăн. Канмалли кунсенче вара хамăн ачасемпе мăнуксем те пулăшма килсе çитеççĕ. Вĕсен те кунсерен ĕçе каймалла, ăçтан ялан килсе çÿреччĕр», — сÿтет сăмах çăмхине кинемей.
Ывăлĕ-хĕрĕсем пĕри те тепри амăшне хăйсем патне пурăнма йыхравлаççĕ. Апла пулин те, Еля аппан тăван килтен каймасть. Уява-мĕне кайсан та килĕшĕн тунсăхлать вăл: ĕмĕрне çакăнта ирттернĕ-çке-ха. «Халĕ ватă çынсене пурăнма лайăх вĕт: çурт газпа ăшăнать, шыв пÿртех кĕрет. Пенси укçи парасса кĕтсе кăна ларатпăр. Унччен ăна та черет тăрса илеттĕмĕр, почтальон килессе чÿречерен пăхса ларатăп. Ватлăхра ак телефонпа усă курма та вĕрентĕм», — кăмăллăн пуплет Елена Ивановна.
Пурнăçра хура-шурне самай курнă пулсан та Еля аппа шăпине ÿпкелемест.
Н. КАЛАШНИКОВА.