Александр ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
«Çыру тĕллевĕ — халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстересси, çавăнпа та пур вăя та çакăн çине ямалла. Эпир федераци тата республика шайĕнчи муниципаллă программăсене пурнăçа кĕртни пурнăç пахалăхне мĕнле лайăхлатнине республикăра пурăнакансем туйса илччĕр тесе ĕçлетпĕр. Ку енĕпе районта та пысăк ĕçсем тунă: 5 çамрăк çемье, 1 тăлăх çамрăк тата нумай ачаллă çемьесем пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă, 55 çемье тÿлевсĕр çĕр участокĕсене тивĕçнĕ. Пĕлтĕр вĕренÿ тата культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес енĕпе чылай ĕç тунă, Комсомольски 2-мĕш, Урмаел, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсене тата 14 вĕренÿ учрежденийĕсене юсанă. Пĕтĕмĕшле çак ĕçсем çине 38160 пин тенкĕ янă. Хырай Ĕнел ялĕнче 150 вырăнлăх çĕнĕ клуб туса хунă. Кăçал Шурут ялĕнче çĕнĕ клуб хăпартма палăртнă. Районти тĕп больницăра 30 миллиона яхăн тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ агроэкспорта, агроăслăлăха аталантармаллине, ĕç тухăçлăхне ÿстермеллине, ял тăрăхĕсене аталантармаллине, агропромышленноç комплексне цифрăллă технологисем кĕртмеллине палăртрĕ. Район ял хуçалăх енĕпе ĕçлет. Ял хуçалăхĕ умне лартнă тĕллевсене, кăтартусене пурнăçламалла.
Регион ăнăçлă аталанни çине инвестицисен шайĕ витĕм кÿрет. Инвестицисем пулни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума, бюджета тултарма, чылай социаллă ыйтăва татса пама, района хăвăрт аталантарма май парать. 2018 çулта районта 11 инвестици проекчĕ пурнăçланнă.
Эпир демографи программисене пурнăçлас, çынсен сывлăхне лайăхлатас, спорта аталантарас тесе çине тăрса ĕçлетпĕр. Малашне те граждансен пурнăç пахалăхне ÿстерме, вĕренÿ тата культура енĕпе аталанма пур май та туса пама тăрăшмалла».
Ираида НИКИТИНА,
районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ:
«Михаил Игнатьев палăртнă ĕçсен тĕп пахалăхĕ — вĕсем халăхăн пурнăç шайне ÿстерес, ялта та, хулара та аталанма лайăх мелсем туса парас тĕллевлĕ пулни. Аталану çулĕ çĕнĕ технологисемпе пĕр шайра утмаллине, çĕнĕлĕхсемпе туллин усă курма вĕренмеллине пĕлтерет. Социаллă сферăра та эпир нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Ватăсене, нумай ачаллă çемьесене тата ытти пулăшу кĕтекен халăх сийĕсене тĕрлĕ программăпа килĕшÿллĕн пулăшу кÿретпĕр. Ĕçсене, паллах, халăхăн шухăш-кăмăлне шута илсе пурнăçлатпăр, малашне те çак енĕпе тăрăшăпăр».
Михаил АНИСИМОВ,
Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:
«Чăваш Ен Пуçлăхĕн кăçалхи Çырăвĕ министерствăна пăхăнакан отрасльсемшĕн, чăннипех те, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Регион ертÿçи лартакан тĕллевсем медиа тата информаци технологийĕсен çитес çулхи аталанăвĕн çул-йĕрне палăртаççĕ. Çырура пичет кăларăмĕсен çивĕч ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă. Хальхи саманара хаçат-журнал тиражне сыхласа хăварма пачах та çăмăл мар. Çавна май пичет продукцине салатмалли çĕнĕ мелсене шухăшласа кăларасси тĕп ыйту пулса тăрать. Предпринимательсем пулăшнипе альтернатива службисен ĕç-хĕлне вăйлатасса шанса тăратăп. Информаци технологийĕсен пĕлтерĕшĕ те ÿссех пырать. Паян карас çыхăнăвĕпе, пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа Чăваш Енре пурăнакансем пурте усă курма пултараççĕ. Çитес çулсенче пурнăçа кĕртме палăртнă çĕнĕлĕхсем республика гражданĕсен пурнăçне хăтлăлатасса, лайăхлатасса шанса тăратăп. Эпир вара технологисене патшалăх тата общество ырлăхĕшĕн ĕçлеттерме хамăртан мĕн килнине йăлтах тăвăпăр».
Лариса МАКАРОВА,
район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:
«Республика Пуçлăхĕ вĕренÿ тытăмĕ çине нумай тимлĕх уйăрни савăнтарать. Çĕнĕ ача сачĕсем хута яни çамрăк амăшĕсене пепкисене унта вырнаçтарса иртерех ĕçе тухма май парать. Ку, паллах, питĕ лайăх. Пирĕн районта, акă, Урмаелĕнче хăпартма пуçланă ача сачĕ уçăласса çамрăк амăшĕсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кăçал 110 шăпăрлан ача садне çÿреме тытăнĕ, ялта пурăнакансене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç. Ку, паллах, питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Шкулсене тĕпрен юсани, физика тата хими, биологи кабинечĕсене инновацилле приборсемпе тивĕçтерни вара ачасене килтен аякка çÿремесĕр паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тарăн пĕлÿ илме пулăшать. Михаил Игнатьев талантлă ачасене аталанма пур май та туса памалли çинчен каланине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Тĕслĕхрен, чи пысăк федераллă проектсенчен пĕри вăл — «Шкул — 2025″ проект. Унпа килĕшÿллĕн 2025 çул тĕлне республикăра 29 шкула реконструкцилемеллине, хута ямаллине пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Апла пулсассăн пирĕн районти шкулсене те тĕпрен юсаса çĕнетме май килĕ. Шанатăп: палăртнă ĕçсене пурнăçласан çитĕнÿсем тата та курăмлăрах пулĕç».
Мария ИЛЛАРИОНОВА,
Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Михаил Васильевич Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырăвĕнче Чăваш Ен чи çирĕп, кал-кал аталанакан тата пурăнма хăтлă регионсенчен пĕри пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.
Республика Пуçлăхĕ паянхи кун ял çыннисене хумхантаракан ыйтăва та хускатмасăр хăвармарĕ. Коммуналлă хыт каяшсене илсе тухассипе çыхăннă ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрчĕ.
«Палăртса калатăп, каяшсене тыткаламалли аталаннă тытăм кăна пире экологин хальхи «хĕрÿ» вырăнĕсене пĕтерме тата çавнашкал çĕнĕ вырăнсем йĕркеленесрен асăрханма май парать», — терĕ вăл.
Саккунпа килĕшÿллĕн эпир 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă хытă каяшсене тыткаламалли çĕнĕ тытăм çине куçрăмăр. Республикăра регионти оператор ĕçлеме тытăнчĕ. Чи малтанах вырăнта ĕçе тÿрех йĕркелесе яма çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те ялта пурăнакансемпе тăтăшах тĕл пулни, ыйтăва сÿтсе явни çул-йĕре уçăмлатрĕ: паянхи кун коммуналлă хыт каяш тăкмалли вырăнсене палăртнă, хыт каяшсене тăтăшах тиесе тухаççĕ.
Çавăн пекех Çырура «Демографи» наци проекчĕн шайĕнче кăçал «Спорт — пурнăç йĕрки» регион проектне пурнăçлама тытăннине пĕлтернине те ырласа йышăнатăп. Проектпа ялсенче, районсенче пĕчĕк спорт площадкисем тăвассине аталантармалла. Пирĕн ĕçлекен тата ялта пурăнакансене физкультурăпа тата спортпа туслаштарас енĕпе хавхалантармалла, ĕçлекен вырăнта физкультурăпа спорта массăллăн хутшăнтарма тăрăшмалла. Çакна пурнăçлама районта Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр комплекс центрĕ пурри те пысăк витĕм кÿрет. Районти çынсем спортпа туслă. Çакна çитĕнÿсем çирĕплетеççĕ».
Евгений ТИХОНОВ,
«Кĕтне» ФСК директорĕ:
«Михаил Игнатьев, яланхи пекех, физкультурăпа спорт ыйтăвне айккинче хăвармарĕ. Спортпа туслашни сывлăха çирĕплетнине пурте пĕлетпĕр. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, 2018 çулта тăтăшах физкультурăпа спорта хутшăнакансен йышĕ республикăра пурăнакансен 43,5 проценчĕпе танлашнă. Ку, ман шутпа, аван кăтарту пулин те, Михаил Васильевич вĕсен йышне тăватă çул хушшинче, 2022 çул тĕлне, 55 процента çитерме тĕллев лартать. Çавна май кашни çынна спорта явăçтарма условисем туса памалла Ялсенче спорт площадкисем тума палăртни вара ял çыннисене те спортпа туслашма пулăшать. Районта пурăнакансене илес пулсассăн нумайăшĕ спортпа туслă тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Çакна вĕсем спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнни, физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăха çирĕплетни кăтартса парать те. «Кĕтне» ФСК-на çÿрекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Пĕлтĕр спорт комплексĕнче 242 пин ытла çын пулнă.
Çуллахи вăхăтра районта пурăнакансем, хăнасем ытларах стадионта çуран çÿреççĕ, чупаççĕ пулсассăн, хĕллехи вăхăтра сывлăха çирĕплетме вăрманта питĕ лайăх йĕлтĕр трасси пур. Кунта кашниех ярăнса киленме пултарать. Спортпа туслашни сывлăха çирĕплетет, ÿт-пĕве пиçĕхтерет».