Суббота, 20 апреля

«Телегид» усăллă хушăм

«Телегид» усăллă хушăм

Раççей телекурав тата радиовещани сечĕ смартфонсем валли çĕнĕ «Телегид» хушăм хатĕрленĕ. Вăл цифрăллă эфир телекуравне тупса йĕркелеме пулăшать.
Хушăмра телекурав башнисем ăçта вырнаçнине пĕлме, цифрăллă эфир каналĕсене тупмалли йĕркепе паллашма пулать. Вăл чи çывăхри телекурав передатчикне тупма, антеннăна хăш еннелле пăрмаллине палăртма пулăшать.
«Телегидăн» тата хăйне евĕр интереслĕ енĕ пур. Вăл телевизор çинче мĕнле канала янине хăех палăртать, передачăсем çинчен кĕскен çырса кăтартать. Унсăр пуçне ун урлă передачăсемпе фильмсем çинчен туллинрех вуласа пĕлме, анонссемпе паллашма, Кинопоиск тата IMDB хатĕрленĕ фильмсемпе сериалсен рейтингне тишкерме пулать.
Çывăх вăхăтрах хушăмăн паха енĕсем тата та анлăланĕç. Унпа усă куракансем телевизорăн приемникĕ цифрăллă эфир телекуравĕ валли юрăхлă пулнине палăртма, цифрăллă каналсене мĕнле ямалли çинчен калакан видеоинструкципе паллашма пултарĕç. Çĕнĕлĕхсем «Телегида» тата та меллĕрех тăвĕç.
Çак хушăма тÿлевсĕрех IOS тата Android платформисем çине уçласа илме пулать. Тĕплĕнрех СМОТРИЦИФРУ.РФ сайтра вуласа пĕлме пултаратăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *