Пĕтĕмлетÿсем савăнтараççĕ

Пĕтĕмлетÿсем савăнтараççĕ

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче коллегин анлăлатнă ларăвĕ иртнĕ.
2018 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ республикăри шалти ĕçсен органĕсен территори уйрăмĕсем хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Коллектива ЧР Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн Тав хутне, ЧР Шалти ĕçсен министрĕн, полици генерал-майорĕн С.Д.Неяскинăн Дипломне парса чысланă. Унсăр пуçне «Комсомольский» уйрăм «УАЗ-Патриот» автомашина тивĕçнĕ.
— Çитĕнÿ валли пурте пĕрле тăрăшса вăй хуни кирлĕ. Пире шаннăшăн, ĕçре пулăшса пынăшăн район çыннисене, пирĕн уйрăм çумĕнчи ветерансен канашне тата обществăлла канаша, район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, районта вырнаçнă патшалăх органĕсене коллектив ячĕпе пысăк тав сăмахĕ калатăп. Кăçал та пĕрле килĕштерсе ĕçлемелле пултăр, — палăртрĕ «Комсомольский» уйрăмăн начальникĕ Р.С. Зайнуллин.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *