Январĕн 16-мĕшĕнче Комсомольски тата Елчĕк районĕсен шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансем 2018 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.
Чи малтанах муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмăн начальникĕ, полици подполковникĕ Ринат Зайнуллин пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пĕлтĕр пурĕ уйрăма 4607 хутчен преступленисем, административлă йĕркене пăснисем тата пулни-иртнисем çинчен пĕлтернĕ. Çакă 2017 çулхинчен 1,8 процент сахалрах. Пурĕ 175 уголовлă ĕç пуçарнă, 424 тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарассине хи-рĕçленĕ, 288 заявлени тăрăх тĕрĕслев материалĕсене право сыхлавĕн урăх органĕсене ярса панă. Пĕтĕмĕшле илсен, преступлени тăвасси 2017 çулхипе танлаштарсан 12,8 процент чакнă. Кашни 10 пин çын çине вăтамран 49 преступлени тивет, республикипе ку кăтарту 96-па танлашать. Çав вăхăтрах Хырхĕрри, Тукай, Аслă Çĕрпÿел, Шурут, Урмаел тата Александровка ял поселенийĕсенче преступлени тăвасси ÿснĕ.
Полици органĕсем мĕнле ĕçленине преступленисене уçса пани те кăтартса парать. Пĕтĕмĕшле преступленисене уçса парасси 93,1 процентпа танлашнă, республикипе ку кăтарту 72,4 процентпа танлашать. Çавăн пекех унччен тунă 7 преступление уçса пама май килнĕ.
2018 çулта административлă йĕркене пăснă 1592 тĕслĕхе регистрациленĕ ?2017 çулхинчен 15,9 процент сахалрах/. Йĕркене пăсакансем çине /ГИБДД уйрăмĕпе пĕрле/ пурĕ 6 миллион та 943 пин тенкĕлĕх штраф хунă.
Профилактика енĕпе илсен те ĕç кăтартăвĕсем аван пулнине палăртмалла. Икĕ районта ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ 6,4 процент, çул çитменнисем тунă преступленисен шучĕ 70 процент чакнă. Маларах та преступлени çулĕ çине тăнă çынсем тунă преступленисен шучĕ 7,5 процент чакнă. Çав вăхăтрах Комсомольски районĕ тăрăх ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ 4,5 процент нумайрах. Çавăнпа та 2019 çулта районта шăпах çакăн пек тĕслĕхсен профилактики çине тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ Ринат Семигуллович.
Ĕç кăтартăвĕсем аван пулсан та хăш-пĕр енсемпе çине тăрса ĕçлемелле. Вĕсенчен пĕри — следстви ĕçĕсен пахалăхĕ чакни. Çакна прокурор 3 ĕçе тĕплĕнрех тĕпчеме каялла ярса пани çи-рĕплетет. Çавăн пекех 6 уголовлă ĕçе саккунра палăртнă вăхăт вĕçленсен çеç тĕпчесе пĕтернĕ.
Унсăр пуçне Комсомольски район территорийĕнче урамра тата ытти обществăлла вырăнсенче тăвакан преступленисен шучĕ шутлаттарать. Акă, обществăлла вырăнсенче тунă преступленисен шучĕ 27,6 процент ÿснĕ. Çавăнпа та кăçал ял поселенийĕсенче çакăн пек преступленисен профилактики çине пысăк тимлĕх уйăрма тивет.
Канашлура çулсем çинчи хăрушсăрлăх çинчен те калаçрĕç, ку енĕпе те тумалли ĕçсем пуррине палăртрĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕрхи кăтартусем шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçланине çирĕплетеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов вĕсене районти йĕркене тытса пынăшăн тав турĕ, туса ирттернĕ ĕçсене лайăх енчен хакларĕ.
Район прокурорĕ Владимир Николаев кăçал та çанă тавăрса ĕçлемеллине, профессионализма яланах ÿстерсе пымаллине, тунă кăтартусем çинче чарăнмалла маррине палăртрĕ.
«Чи кирли — район çыннисем хăйсене хăрушсăрлăхра туйччăр. Çакă шăпах пирĕнтен килет те», — палăртрĕç право хуралĕн ĕçченĕсем.
Н. КАЛАШНИКОВА.