Январĕн 17-мĕшĕнче пирĕн района Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа килсе çитрĕ. Вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр объектпа паллашрĕ, вырăнти ĕç-пуçа тишкерсе хак пачĕ.
Тукайра — çĕнĕ ферма
Чи малтанах ĕçлĕ делегаци Тукай ялне çул тытрĕ. Унта районти чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри, республика шайĕнче те малтисен ретĕнчи «Рассвет» ЯХПК вырнаçнă. Вăл сĕт сăвас енĕпе çулсерен районта, республика шайĕнче те маттур ĕçлесе пырать. Кашни ĕнерен кунта çулталăкне вăтамран 6500 килограма яхăн сĕт суса илеççĕ. Çак кун хуçалăхра ĕçлекенсемшĕн нумайлăха асра юлĕ: 200 пуç выльăхлăх çĕнĕ сĕт-çу ферми хута кайрĕ. Унăн сметăра палăртнă хакĕ 50 миллион тенкĕпе танлашать.
Чи малтанах пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов сĕт-çу фермине хута яма вăй çитернĕ ятпа саламларĕ, малашне татах та вăйлăрах, тухăçлăрах ĕçлеме сунчĕ. «Пысăк проекта — сĕт-çу фермине хута яма сахал мар тăрăшмалла. Çакă пĕччен пурнăçламалли ĕç мар. Кунта пурте пĕрле тăрăшни, влаç органĕсем пулăшни, пуçлăх тÿпе хывни, ĕçченсем маттур пулни пĕлтерĕшлĕ. Тăрăшса ĕçленин çимĕçĕ — паян эпир хута яракан ферма», — пĕлтерчĕ Александр Николаевич.
Михаил Игнатьев ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене çак паллă пулăм ячĕпе саламларĕ, çĕнĕ проектсене хута кĕртсе, çĕнĕ технологисемпе усă курса малалла аталанма, алă ĕçĕсене механизацилесе ял хуçалăхĕнче тата та ытларах çитĕнÿ тума сунчĕ. «Пĕчĕк хуçалăхсене аталанса пыма питĕ йывăр. Паянхи кун инновациллĕ технологисенчен кая юлмалла мар. Шанса тăратăп, 2019 çулта ĕçченсем пĕлтĕрхи кăтартусене лайăхлатса республика шайĕнче пĕрремĕш вырăна йышăнма пултарĕç», — палăртрĕ вăл.
Çавăн пекех Михаил Васильевич наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн тăвакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. ФАПсем, клубсем уçасси, шкулсене юсасси шăпах наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.
Тăрăшса ĕçленĕ хыççăн культурăллă канма май пулсан аван. Çавна май Тукай ял халăхĕ ялта клуб тăвасси çинчен сăмах хускатрĕ. Михаил Игнатьев çак ыйту çине тимлĕх уйăрма шантарчĕ, проект хатĕрлеме, çĕнĕ клуб валли çĕр лаптăкĕ пăхса хума сĕнчĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов Комсомольски районĕн çыннисем ĕçчен пулнине, ĕçченнисене пулăшма та кăмăллă пулнине палăртрĕ, малалла та тухăçлăн ĕçлеме сунчĕ.
«Рассвет» ЯХПК председателĕ Михаил Афанасьев çĕнĕ фермăна хута яма пулăшнăшăн хаклă хăнасене, строительсене тав турĕ. «Çĕнĕ ферма туни ялăн малашлăхĕ пуррине пĕлтерет. Унта çĕнĕ технологисемпе татах та тухăçлăрах ĕçлеме май пур. Тухăçлăн ĕçлени вара ĕç укçине пысăклатма май парать», — уçрĕ шухăшне Михаил Романович.
Чăннипех те çапла, паян Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем савăннине пытармарĕç. Вĕсем Михаил Игнатьева, Александр Осипова пулăшнăшăн чĕререн тав турĕç. Кашниех çĕт-çу фермипе кĕрсе паллашмасăр чăтаймарĕ. Ĕçченсене кунта ĕçлеме пур услови те çителĕклĕ, ĕçе пĕтĕмпех автоматизациленĕ.
Михаил ИГНАТЬЕВ:
«Ялти пурнăç условийĕсем лайăхланаççĕ. Халĕ ялта та, хулара та пурăнма аван. Ялта çамрăксем валли пĕр япала çеç çитмест — ĕç. Çавăнпа та предпринимательствăна, ял хуçалăхне аталантарса ял çамрăкĕсем валли ĕç вырăнĕсем туса памалла».
Ача сачĕ хута кайĕ
Малалла ĕçлĕ делегаци Урмаел салине çул тытрĕ. Ял варринче 110 вырăнлăх çĕнĕ ача сачĕ хăпартаççĕ. Строительство ĕçĕсене ноябрĕн 7-мĕшĕнче пуçланă пулсассăн, çак вăхăтра ача сачĕн 2-мĕш хутне хăпартса пĕтереççĕ. Тумалли тата нумай-ха, ял çыннисем çĕнĕ ача сачĕ хута каясса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çакна туйса строительсем кашни кунах шаннă ĕçре тăрăшаççĕ, ача сачĕ кăçал август уйăхĕнче хута каймалла. Михаил Игнатьев ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ, строительсене объекта ăнăçлăн туса пĕтерсе кĕске вăхăтра хута яма сунчĕ.
Ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ
Республика Пуçлăхĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те пулчĕ, шкул çумĕнчи ача сачĕн ĕçĕсемпе интересленчĕ. Ача садне хута яни ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк савăнăç. Халĕ шăпăрлансен тĕрлĕ енлĕ аталанма пур услови те пур: хăтлă та илемлĕ пÿлĕмсем, вылямалли, çывăрмалли вырăнсем, çĕнĕ сĕтел-пукан, куçа илĕртекен теттесем, тивĕçлĕ воспитани паракан воспитательсем. Кунта уçăлнă ача садне ачасем хаваспах çÿреççĕ. Çакна ятарласа тĕл пулăва килсе çитнĕ ашшĕ-амăшĕ те çирĕплетрĕ. Ача садне уçнишĕн чĕререн тав турĕ.
Михаил Васильевич шкул столовăйĕнче те пулса курчĕ. Кунти столовăя кăçал тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ оборудовани туяннă. Вĕренекенсене яланах тутлă та сĕтеклĕ апат çитернипе Республика Пуçлăхĕ ятарлă менюпа паллашрĕ. «Меню пуян. Вĕренекенсен ирхи апат та пур. Çĕр улми нимĕрĕ тата гуляш 21 тенкĕ тăрать. Хаксем йÿнĕ. Ырлатăп», — терĕ вăл.
Унтан ĕçлĕ ушкăн районти тĕп больницăра юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ, вĕсене хак парса малашнехи тĕллевсене палăртрĕ.
Районти тĕп больницăна юсама 38 миллион тенкĕ уйăрнă. Тĕпрен юсанă больницăра медицина ĕçченĕсене те ĕçлеме лайăх, чирлĕ çынсене те сипленме пыма кăмăллă. Çавăн пекех сипленмелли çĕнĕ хатĕр-хĕтĕр туянма та укçа уйăрни çинчен пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.
Районта çĕнĕ объектсем хута кайни, строительство, юсав ĕçĕсем пыни республика, район ертÿлĕхне çеç мар пире, кунта пурăнакансене, савăнтарать. Чи малтанах çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ, шăпăрлансем ача садне каяççĕ, ял çĕнĕлле аталанать. Вăй илсе пыракан ялта, салара ĕçлеме те, пурăнма та лайăхрах.
А.ЕФРЕМОВА,
Н.КАЛАШНИКОВА.