Понедельник, 14 октября

Калаçу пенси тавра

Калаçу пенси тавра

Пенсие мĕнле йĕркепе индексацилеççĕ? Ĕçлекен пенсионерсен ĕçрен пăрахмалла-и?
Пенси парас йĕрке унчченхи пекех юлать. Мĕн чухлĕ ĕçлес килет, çавăн чухлĕ ĕçлеме пултаратăр. Ĕçе пăрахнă хыççăн пенсие пур индекссем чухлĕ те ÿстерсе параççĕ.
Ĕçе пăрахсан пенси мĕн чухлĕ пуласса халех Пенси фончĕн сайтĕнчи харпăр хăй кабинетне кĕрсе е Пенси фончĕн мобильлĕ хушăмĕ урлă пĕлме пулать.
Январьти индексацисĕр пуçне ялта ĕçлекенсен пенсийĕ тата ытларах ÿсет. Ялта пурăнакансен мĕнле çăмăллăх пулĕ?
Саккун тăрăх, ял хуçалăхĕнче 30 е ытларах çул вăй хунă, халĕ ĕçлемен пенсионерсен пенсин çирĕплетнĕ пайĕ январĕн 1-мĕшĕнчен 25 процент ÿсет. Маларах шутласа пăхнă тăрăх, пирĕн республикăра 25 пине яхăн ялти пенсионерăн пенси укçи çакăн пек ÿсĕ.
2019 çулта пенсин çак пайĕ 1333,55 тенкĕ ÿсет. Ку вăл шăпах çирĕплетнĕ пайăн /5334,19 тенкĕ/ 25 проценчĕ пулать. Ялти стажшăн ватлăхпа тата инвалидноçпа страхлав пенсине илсе тăракансене хушса тÿлеççĕ. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн тăрантаракана çухатнăшăн пенси илсе тăракансем, ял хуçалăхĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ пулсан, икĕ варианта та пăхса тухма пултараççĕ. Хăш пенси ытларах пулать, çавна суйламалла.
Хăш ĕçсемпе должноçсенче вăй хуракансен пенси укçине ÿстернине, стажа мĕнле йĕркепе шутламаллине РФ Правительстви çирĕплетет. 1992 çулччен ĕçленĕ çулсене ансатлатнă мелпе шута илеççĕ. Ялти стажа колхозсенче, совхозсенче, машинăпа трактор станцийĕсенче, колхозсем хушшинчи предприятисенче, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче, ял хуçалăх артелĕсенче хуть те хăш должноçра тăрăшнă çулсем пурте кĕреççĕ. 1992 çултан вара должноç ятарлă списокра пулмалла, ĕç пахча çимĕç туса илессипе, выльăх-чĕрлĕх тата пулă ĕрчетессипе çыхăнмалла.
Пенсие ялти стажшăн ÿстерме заявлени çырмалла-и, ĕçленине çирĕплетекен документсене илсе пымалла-и?
Пенси фончĕн информаци тытăмĕсенче унччен ял хуçалăхĕнче ĕçленине уйрăммăн палăртман. Пирĕн республикăра пурăнакансем январĕн 1-мĕшĕнчен ÿснĕ пенсие илме пуçлаччăр тесе Пенси фончĕ кашни пенсионерăн ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ çулĕсене çĕнĕрен шутлать. Кăçалхи çул вĕçлениччен ку ĕçе туса пĕтерме палăртнă. Çавăнпа та ытларахăшĕн документсемпе çÿремелле мар, вĕсене январĕн 1-мĕшĕнчен пенсие ÿстерсе парĕç.
Ыттисене вара, енчен те должноçа е ял хуçалăхĕнче ĕçленине çирĕплетмелле пулсан, 2019 çулхи сентябрь уйăхĕччен пенсие çĕнĕрен шутласа парĕç, çав шутра январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенсин ÿснĕ шайне тÿлесе татĕç.
Енчен те ялти стажа çирĕплетекен хушма документсене декабрĕн 31-мĕшĕччен килсе панă пулсан, пенси январьте ÿссе килет. Тепĕр çул килекен документсемпе вара документсене панă хыççăн тепĕр уйăхра пенсие ÿстерсе параççĕ.
Енчен те ватлăхпа паракан пенсие илсе тăма стаж çителĕксĕр е баллсем çитмеççĕ пулсан мĕн тумалла?
Ĕçлемен е çителĕклĕ стаж туман граждансене социаллă пенсие çĕнĕ пенси ÿсĕмĕнчен 5 çул каярах тÿлеме пуçлаççĕ: хĕрарăмсене — 65 çулта, арçынсене — 70 çулта. Ку улшăну тăрăх та тивĕçлĕ канăва каймалли ÿсĕме майĕпен ÿстерсе пырĕç.
Гражданин 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пенси ÿсĕмне çитнĕ, анчах та пенси илме документсем килсе паман пулсан, пенсие мĕнле майпа парĕç?
Çакăн пек граждансем валли пенсие «кивĕ» саккун тăрăх тухмалли йĕркене сыхласа хăварнă. Унсăр пуçне çакăн пек те пулма пултарать: гражданин пенси ÿсĕмне çитнĕ, анчах пенси илсе тăма унăн стаж е пенси балĕсем çителĕксĕр. Кун пек чухне стажăн тата балсен кирлĕ чи пĕчĕк кăтартăвĕсем улшăнмаççĕ, пенси ÿсĕмне çитнĕ вăхăтри пекех юлаççĕ.
Тĕслĕхрен, арçын 2018 çулхи ноябрьте 60 çул тултарнă, анчах та унăн официаллă стажĕ 8 çул та 7 уйăхпа çеç танлашать. Тивĕçлĕ канăва тухма вара 9 çул стаж тата 13,8 пенси балĕ кирлĕ. Арçын тепĕр 5 уйăх ĕçлесен пенси илме пуçлĕ.
Улшăнусем пенсин пуçтарăннă пайне пырса тивеççĕ-и? Çĕнĕ саккун тăрăх ăна хăçан илме пулать*
Пенси законодательствин çак нормине сыхласа хăварнă. Пенсин пуçтарăннă пайне хĕрарăмсем паянхи пекех 55 çулта, арçынсем 60 çулта илме пултараççĕ. Маларах пенсие тухакансем вара çакна маларах тума пултараççĕ. Тĕслĕхрен, педагогсем е медицина ĕçченĕсем нумай çул ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ канăва тухсан пенсин çак пайне илме пултараççĕ.
Пенсин пуçтарăннă пайне, паянхи пекех, тÿрех е пайăн-пайăн илме пулать. Ытларах чухне çак суммăна тÿрех йăлт илеççĕ. 55—60 çула çитнĕ, анчах кирлĕ чухлĕ пенси балĕсемпе стаж тăвайман граждансем те пенсин пуçтарăннă пайне тÿрех илеççĕ. Çакна тума Пенси фондне е маларах суйланă патшалăхăн мар пенси фондне заявлени çырмалла.
Пенси ÿсĕмне çывхарса пыракансем валли хăш-пĕр çăмăллăхсем пур. Мĕнле майпа пенси ÿсĕмне çывхарса пынине çирĕплетмелле пулĕ?
Паянхи кун пенси ÿсĕмне çитсен паракан хăш-пĕр çăмăллăх çак ÿсĕм валлиех сыхланса юлать. Тĕслĕхрен, çакă пурлăхшăн тата çĕршĕн тÿлемелли налука пырса тивет. Унсăр пуçне пенси ÿсĕмне çывхарса пыракансем валли çĕнĕ çăмăллăхсем те пулĕç: çулсерен диспансеризаци тухасси, ĕçе вырнаçнă чухне пулăшупа усă курасси тата ытти те.
Январь уйăхĕнчен пуçласа граждансене вĕсем пенси ÿсĕмне çывхарса пыракан граждансем шутне кĕнине пĕлтерме пуçлаççĕ. Çавăн пек справкăна Пенси фончĕн уйрăмĕнче тата нумай функциллĕ центрта илме пулать. Патшалăх органĕсем çакăн пек информацие ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусен тытăмĕ тата социаллă тивĕçтерÿн пĕрлехи патшалăх информаци тытăмĕ урлă илеççĕ.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *