«Ĕмĕр ĕмĕрлесси — уй урлă каçасси мар», — теççĕ халăхра. Чăнах та, пурăнан пурнăçра хури-шуррине чылай тутанма тивет. Пурнăçăн тĕрлĕ пăрăнăçĕнчен чыслăн тухакан, ырми-канми ĕçпе хисепе тивĕçекен çынсемпе вара ял мăнаçланать. Кашни ялтах пур тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе хисепе тивĕçнисем.
Çакăн пек çынсенчен пĕри — Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Анастасия Ларионова. Вăл январĕн 1-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Ял çыннисем ăна сумлă ÿсĕмĕшĕн çеç мар, ăсĕ-тăнĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ.
Юбилей кĕрекине кинемейĕн тус-тăванĕсем, кÿрши-аршисем çеç мар, район администрацийĕн финанс уйрăмĕн начальникĕ Евгений Чернов, Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов та килсе çитнĕ. Çак кун сумлă ватта пурте ăшă салам сăмахĕсемпе, парнесемпе савăнтарнă. Евгений Чернов РФ Президенчĕ Владимир Путин янă саламлă çырăва панă тата хаклă парне парса чысланă.
Анастасия Николаевна Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл çемьере чи асли, унсăр пуçне тата икĕ хĕр пулнă. Çавăнпа та хĕр мĕн пĕчĕкрен амăшне пур ĕçре те пулăшнă: хирте те, кил таврашĕнче те тăрăшнă, йăмăкĕсене пăхнă. Вăрçă пуçланнă чухне хĕр ача 12 çулта пулнă. Çак хăрушă çулсенче вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтрах колхоза ĕçе çÿренĕ. Вăрçă хыççăн вара ытти ял ĕçченĕсемпе пĕрле арканнă хуçалăха ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшнă.
1953 çулта маттур хĕр пĕр ялта пурăнакан Николай Ларионовпа çемье чăмăртанă. Мĕн пурнăç тăршшĕпех Анастасия Николаевна тăван хуçалăхра вăй хунă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Николай Николаевичпа пĕрле вĕсем 66 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Çемьен чи пысăк пуянлăхĕ — 11 мăнукĕ тата 15 мăнмăнукĕ. Вĕсем пурри юбиляра вăй парать.
Анастасия Ларионова çулне кура мар лайăх илтет, лайăх курать. Нумай пурăннин вăрттăнлăхĕ — çирĕп те юратакан çемьере, тесе шутлать вăл. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йывăр вăхăта лекнĕ пулсан та, кинемей чун илемне, ыр кăмăллăхне çухатман. Çавăнпа та пулĕ ачисем, мăнукĕсем, вĕсен ачисем ăна питĕ юратаççĕ, лайăх пăхаççĕ.
Çавăн пекех нумаях пулмасть Кремльтен янă саламлă çырăва Комсомольскинче пурăнакан Феодосия Мартышкина та илнĕ. Вăл январĕн 4-мĕшĕнче 95 çулне уявланă. Президент саламне тата район администрацийĕн хаклă парнине юбиляр патне капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов илсе çитернĕ. Феодосия Трофимовнăна çавăн пекех Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова та саламланă.
Январĕн 3-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Елена Крылова ?сăнÿкерчĕкре/ юбилей кĕрекине ларнă — 90 çул тултарнине уявланă. Юбиляра саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин, ачисемпе тăванĕсем, кÿрши-арши пуçтарăннă. Вĕсем ăна вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, ырлăх-сывлăх суннă.
Культура ĕçченĕсем те кинемее ăшшăн саламланă, чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарнă.
Инна Николаевна юбиляра РФ Президенчĕн саламлă çырăвне панă, хаклă парнепе савăнтарнă. Альберт Кузьмин та хисеплĕ ватта парне парса çирĕп сывлăхлă пулма суннă.
Елена Павловна çулне кура мар хевтеллĕ. Вăл хăнасене хăпартлануллă кăмăлпа кĕтсе илнĕ, хăйне çакăн пек хисеп тунăшăн хĕпĕртенине пытарман.
Елена Крылован пурнăçĕ çăмăл килмен. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех тăван «Знамя» колхозра пахча-çимĕç çитĕнтерекен бригадăра вăй хунă. Тăрăшулăхшăн, ĕçченлĕхшĕн ăна чылай наградăпа хавхалантарнă. Мăшăрĕпе Николай Кузьмичпа вĕсем 5 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ кинемей ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать, ачисен, мăнукĕсен тимлĕхне, юратăвне туйса чунтан савăнать.
/ХАМĂР ИНФ./.