Çемье ăшши – чун ăшши

Çемье ăшши – чун ăшши

Пирĕнпе юнашарах вĕсем, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакан çемьесем. Вĕсем ĕçре те маттур, общество ĕçĕнче те хастар. Кунашкал «пĕчĕк патшалăхра» килĕшÿпе çураçу, юрату хуçаланать. Вулакансене паян Комсомольскинче пурăнакан Галинăпа Владимир Павловсемпе паллаштарасшăн.
«Эпир, Çĕнĕ Кипеç тата Йăвашкел ялĕсенче çуралса ÿснĕ каччăпа хĕр, çуллахи кунсенче урамра уçăлса çÿренĕ чухне паллашнă. Аслă Çĕрпÿеле, вăхăт ирттермелле тесе кайнăччĕ те, çакăнта пулас мăшăра тĕл пултăм. «Ай, мĕнле пултаруллă, тирпейлĕ хĕр ку!» — сăнаса пăхрăм ăна тÿрех. Паллашнă хыççăн каçсерен тĕл пулаттăмăр. Вăхăт нумай ирттермен ют яла çÿресе. Панулми спасĕн кунĕнче паллашрăмăр та, сентябрĕн 28-мĕшĕнче туй кĕрекине лартăмăр», — сăмах пуçарчĕ Владимир Павлович.
Павловсен çемйинче кĕçех йыш хушăннă — Арина çуралнă, унтан Кирилл çут тĕнчене килнĕ. Туслă çемьере яланах килĕшÿ хуçаланать. Çĕнĕ шухăш пур е çĕнĕ ĕçе пикенмелле — пĕр-пĕрне хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ. Çемье пуçĕ, Владимир Павлович, пурнăçне пĕтĕмпех культурăна халалланă. Юрра-ташша ăстаскер, купăспа, ытти тĕрлĕ инструментпа выляканскер, районта «Каçал» фольклор ансамбльне йĕркеленĕ. Çак йыша вăл пултаруллă та маттур çынсене пуçтарма пултарнă. Паянхи кун «Каçал» халăх фольклор ансамбльне Раççейĕпех пĕлеççĕ. Пĕлтĕр чăваш юрри-ташшине халăхра анлăрах сарассишĕш тăрăшаканскере Раççей Правительствин «Душа России» премийĕпе хавхалантарчĕç.
Пысăк хисепе тивĕçни вара чăннипех те малашне татах та хавхалануллă кăмăлпа ĕçлеме пулăшнине пытармасть вăл. Владимир Павлович тĕллевĕ — çĕнĕ куна çĕнĕ вăй-халпа пуçласси, малалла аталанасси. Акă, нумаях пулмасть çеç вĕсем, коллективпа ЮТВ телеканалти «Çăлтăрсен вăййи» передачăра ÿкерĕннĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе туллин паллаштарнă артистсем. Çемье пуçĕ хăй маттур пулнăран ыттисене те пĕрле явăçтарать. Мăшăр обществăлла ĕçре хастар, ачисем вĕренÿре тата спортра маттур. Галина, районти тĕп больницăра ĕçлекенскер, пушă вăхăтра тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма, алă ĕçĕ тума вăхăт тупать. Хĕрарăм çĕлет, тĕрлет, çыхать. Мĕн чухлĕ тĕрĕ тĕрлемен пулĕ вăл? Çав вăхăтрах вара маттур хĕрарăм Шупашкарти культура институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Унăн тĕллевĕ — аслă пĕлÿ илесси.
Кăçал Павловсем республикăра йĕркелекен «Çемье çулталăкĕ — 2018» конкурса хутшăннă, унтан çĕнтерÿпе таврăннă. Вĕсем «Социаллă яваплă çемье» номинацире çĕнтернĕ.
— Çемье — ачалăх сăпки. Кил-йышри хутшăнусен çирĕплĕхĕпе çепĕçлĕхĕнчен ывăл-хĕр еплерех çитĕнесси нумай килет. Тен, тĕппипех тесессĕн те тĕрĕс пуль. Çавна май ачасене ытларах ĕçе, спорта, тĕрлĕ мероприятисене явăçтарас килет. Çемье конкурсне хутшăнниех вĕсене пысăк хавхалану кÿчĕ, — тет Владимир.
— Çемье мулран та, чапран та хаклă. Çывăх çынсен ăшши хуйха-суйха мантарать, шанăç парать. Тăван килте яланах ăшă та хăтлă, — сăмах хушрĕ Галина.
Павловсем — пурнăç çулĕпе çирĕп утакан мăшăр. Вĕсем ывăл-хĕре пурнăç парнеленĕ, йывăç-тĕм пайтах лартнă, хваттер туяннă, ырă ĕç те сахал мар тунă. Ырă кăмăллă, пултаруллă, маттур çынсем çеç пурнăçра яваплăха туйса пурăнаççĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *