Пятница, 19 апреля

Хырайĕнелсен савăнăçĕ — çĕнĕ кермен

Хырайĕнелсен савăнăçĕ — çĕнĕ кермен

Тăван çĕр, çуралса ÿснĕ вырăн кирек камшăн та паха вăл. Унăн сăн-сăпачĕ епле пуласси вара чылай чух хамăртан та нумай килет. Апла пулин те пĕлтерĕшлĕ объектсене патшалăх пулăшăвĕсĕр хута яма май килместех. Ялсен сăн-сăпатне çĕнетес, унта пурăнакансен пурнăçне çăмăллатас тата вĕсене канма условисем çителĕклĕ туса парас тĕллевпе республикăра тĕрлĕ проект пурнăçланать.
Юлашки çулсенче пирĕн районта çĕнĕ ФАПсем хута кайрĕç, нумай ачаллă çемьесене тата тăлăх ачасене хваттер уççисем парса хавхалантарчĕç, ача сачĕ уçăлчĕ, тепри çитес çул хута кайĕ. Чăннипех те пысăк ĕç пурнăçланать.
Декабрĕн 25-мĕшĕнче, Çĕнĕ çул умĕн, районта пĕлтерĕшлĕ тепĕр культура объекчĕ ял çыннисемшĕн алăкĕсене уçрĕ. Хырай Ĕнел ялĕнче илемлĕ те капмар культура çуртне хĕрлĕ хăю касса уçрĕç. Ял çыннисем çак саманта чылайранпа чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
— Эпир çак куна мĕн чухлĕ кĕтнĕ?! Тинех пирĕн ĕмĕт пурнăçланчĕ. Эпир кÿршĕ ялсенчи çынсем пек культурăллă канма пултарăпăр, концертсем курса киленĕпĕр, библиотекăран кĕнеке илсе вулăпăр. Тавах республика ертÿлĕхне, район администрацийĕн, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене пире çакăн евĕр хăтлă клубпа савăнтарнăшăн, — теççĕ Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакансем.
Çак паллă кунпа ял-йыша саламлама Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, культура министрĕ Константин Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, чăваш халăх поэчĕ, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валери Туркай, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова, «Искра» колхоз председателĕ Александр Зайцев тата ыттисем те килсе çитрĕç. Çĕнĕ объект ял çамрăкĕсемпе кунта пурăнакансемшĕн, хăнасемшĕн канмалли, пĕр-пĕринпе хутшăнмалли, тĕл пулмалли вырăн пултăр терĕç.
Хĕрлĕ хăйăва касма ялти ачасене шанчĕç. Ун хыççăн вара пурте илемлĕ культура çурчĕпе паллашрĕç. Кунта — ăшă та çутă, хăтлă.
Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова хăнасем валли экскурси йĕркелерĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттерме, канма пĕтĕм услови пур кунта: библиотека, акт залĕ…
Савăнăçлă уяв паллă пулăмсемпе историе çырăнса юлмалла. Культура çуртне уçнă май районти хастар çынсене «Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ят парса чысларĕç. Çак ята ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Искра» колхоз ертÿçи Александр Зайцев тата Алексей Самаркин тивĕçрĕç. Валери Туркай вĕсене çак ятпа ăшшăн саламларĕ, малашне те пĕрле тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Александр Зайцев культура çуртне бильярд сĕтелĕ парнелерĕ.
— Тинех манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ, тавах сире, пурсăра та, çакăн евĕр капмар керменшĕн. Культура çуртĕнче яланах хаваслă юрă шăрантăр, илемлĕ ташă кăмăла çĕклетĕр. Унăн алăкне кашни çын савăнса уçтăр, — терĕ çак саманта чылайранпа кĕтнĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Николай Краснов.
Культура ĕçченĕсем хăнасемпе ял-йыша авалхи йăлана пăхăнса, çăкăр-тăварпа, пыллă сăрапа кĕтсе илчĕç. Уявпа тата çывхарса килекен Çĕнĕ 2019 çулпа ăшшăн саламласа чăваш халăхĕн савăк юрри-кĕввине парнелерĕç.
Культура çурчĕ уçăлни — пĕр çын савăнăçĕ кăна мар. Ырă хыпар районта, ялта пурăнакансен тулли савăнăçĕ.
Хырай Ĕнел ялĕнче паян — уяв. Тахçантанпах кĕтнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ. Çак ĕçе кăçал кăна пуçăннă, çулталăк вĕçне объекта хута яма мехел çитернĕ. 150 вырăнлă кермене çĕклеме 16 миллион ытла тенкĕ кайнă пулсассăн, 14,2 миллион тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *