Тĕп парне – Жуковсенче

Тĕп парне – Жуковсенче

Комсомольски райповĕн суту-илÿ çурчĕ кăçалхипе 12-мĕш хут тавар туянакансем валли выляв ирттерчĕ. Вĕсем кашни çулах районта пурăнакансене тĕрлĕ тавар парнелесе савăнтараççĕ. Ку хутĕнче — тĕп парне — кравать. Вылява хутшăнас текенсем чăннипех те чылайăн пулчĕç. Суту-илÿ çурчĕн коллективĕ вара пĕр парнепе çеç мар, пухăннисене нумай таварпа савăнтарчĕ. Пĕри — пылесос, тепри — утюг, виççĕмĕшĕ чейник выляса илчĕ пулсассăн, тĕп парнене — илемлĕ те шурă кравате — Виçпÿрт ялĕнче пурăнакан Вениамин Жуков тивĕçрĕ. Вăл савăнăçне пытармарĕ:
— Тавах, сире, тавар туянакансене кашни çул хавхалантарнăшăн. Тĕп парнене тивĕçнĕшĕн чăннипех савăнтăм.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *