2019 çул алăкран шаккать. Уяв сĕмĕ таврана тахçанах кĕнĕ ĕнтĕ. Юртан ăсталанă кÿлепесем те чи асамлă уяв çывхарса килнине систереççĕ. Ачасем çеç мар, аслă ÿсĕмрисем те çак ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе Çĕнĕ çул умĕн ялсенчи культура çурчĕсем те, кил-çурт умĕсем те юмах тĕнчине çаврăнаççĕ.
Çитес çул палли Сарă Сысна пулнине шута илсе чылайăшĕ çак чĕрчун кÿлепине ăсталанă. Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Киргизовсем те тахçанах, юр ларсассăнах, уява хатĕрленме тытăннă. Çурт умĕнче чăн малтан капăр чăрăш хăй вырăнне тупнă. Пысăк чăрăш çине пăхсассăн ăна вăрмантан касса килнĕ пекех туйăнать, вăл хитре те илемлĕ. Зинаида Васильевна пĕлтернĕ тăрăх вара, пысăк чăрăш лартма вĕсем йывăç лăссисене çеç вăрмантан касса килеççĕ. Лăсăсене ятарлă юпа çине çыхса хураççĕ те илемлĕ чăрăш тăваççĕ. Çурт умĕнче уяв ячĕпе саламлакан сысна çури, кушак вырăн тупнă. Çакăнтах — Хĕл Мучипе Юр Пике.
— Вĕсемсĕр епле? Уява чи хаклă хăнасемсĕр кĕтме хăнăхман. Вĕсем пирĕн çурт умĕнче кашни çулах пур. Мĕн чухлĕ çынна савăнтараççĕ пулĕ тата. Ятарласа сăн ÿкерттерме килсе çÿреççĕ вĕт. Илем кашнине хăй патне илĕртет, — тет сăмахласа Зинаида Васильевна.
Киргизовсен кил умĕ чăн-чăн юмаха çаврăннă пекех туйăнать. Вĕсем çемйипех çак ĕçе пурнăçлаççĕ. Аслă ачисем килтен тухса кайнă пулин те, кĕçĕннине ĕçе явăçтараççĕ. Пушă вăхăт тупăнсассăнах Зинаидăпа Николай, Любомир ĕçе кÿлĕнеççĕ: юртан кÿлепесем тăваççĕ, вĕсене кирлĕ пек вырнаçтараççĕ, унтан тĕрлĕ тĕспе сăрлаççĕ, илемлетеççĕ. Вăл çеç-и? Хĕл тăршшĕпех кÿлепесене пăхса тăраççĕ вĕсем. Тепĕр чухне юр çăвать, тăман алхасать, ирĕлтерет. Ун пек чухне вĕсене йĕркене кĕртсех тăмалла.
Чăннипех те ÿркенмеççĕ иккен Киргизовсем. Çак ĕçе вĕсем кăçал çеç мар, чылайранпа туса пыраççĕ. Район шайĕнче ирттерекен конкурса та хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Сăмахран, Зинаида Киргизова кăçал район администрацийĕ йĕркеленĕ «Çĕнĕ çул серпантинĕ» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Жюри членĕсем пултаруллă çемьен ĕçне палăртмасăр хăварман. Киргизовсем чăннипех те Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтни сисĕнет, кил-çурта илемлетнĕ, çурт умне юмаха çавăрнă. Тата мĕн кирлĕ савăнма?
А.ЕФРЕМОВА.