2019 çулхи январĕн 7-мĕшĕ, Раштав уявĕ, Александровка ялĕнче пурăнакан Галина Ивановнăпа Аркадий Егорович Абрамовсемшĕн — паллă кун. Вĕсем çак кун ылтăн туй кĕрекине лараççĕ.
Алла-аллăн тытăнса вĕсем пурнăç сукмакне аллă çул такăрлатаççĕ. Абрамовсем çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп — хыçа пилĕк теçетке хăварнă пулин те, пĕр-пĕрне сума сăваççĕ.
— Мăшăр пĕр-пĕрне хисеплени, çур сăмахранах ăнланни, каçарма пĕлни — çемьере чи пахи. Ун чухне кăна килте тăнăçлăх хуçаланать, — теççĕ Абрамовсем, çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ çинчен сăмах пуçарсан.
Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса, икĕ ача пăхса çитĕнтерсе, вĕрентсе, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тĕпренчĕкĕсем — Владимирпа Алексей — çемьеллĕ, Абрамовсем виçĕ мăнукĕпе, Маринăпа, Олегпа тата Александрпа савăнаççĕ.
Галинăпа Аркадий Абрамовсем — Александровка ял тăрăхĕн хисеплĕ çыннисем.
Гальăн, Кивĕ Сĕнтĕр хĕрĕн, нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ май, пурнăçĕ çăмăлах килмен: вăл ир тăлăха юлнă. Тĕрлĕ самант пулнă пулин те хуçăлман Галя, ĕмĕтсемпе çунатланса малаллах талпăннă, мĕн пĕчĕкренех ыттисемшĕн тăрăшнă, хăйĕнчен аслăраххисене пулăшнă. Тăван ялĕнчи 8 класлă шкултан вĕренсе тухсан хĕрупраç колхозра ĕçлеме тытăннă. Аркадий Хырай Ĕнел ялĕнче çитĕннĕ.
— 7 класс хыççăнах кĕтÿ кĕтме тытăнтăм, анчах вĕренес ĕмĕте пăрахмарăм. 8-мĕш класа каçхи шкулта вĕренсе пĕтертĕм те Саратов облаçĕнчи Вольск хулине çул тытрăм. Унти техникумран вĕренсе тухсан Саратоври хими комбинатне ĕçлеме ячĕç. Часах çара кайма ят тухрĕ. Салтак аттине виçĕ çул ураран хывмарăм. Тăван яла таврăнсен районти электроподстанцие ĕçлеме вырнаçрăм, — иртнĕ кунĕсене куçĕ умне кăларчĕ Аркадий Егорович.
Яш пулас мăшăрĕпе, Галинăпа, паллашнă, çемье çавăрнă. Часах çемьере Володя çуралнă. Çак тапхăрта арçын Орехово-Зуево хулинчи техникума вĕренме кĕнĕ. Дипломлă специалист тăван тăрăха таврăнсан малтанхи вырăнĕнчех ĕçлеме пикеннĕ. Тăрăшуллă ĕçчен Мускаври «Эмитрон» заводăн Комсомольскинчи филиалне хута ярсан унта вырнаçнă, мăшăрĕ, Галина Ивановна та, унтах тăрăшнă. Ĕçри пуçарулăхне пула вăл кунта тĕп механика çитнĕ. Каярах Аркадий Егорович Канашри «Лакокраска» заводăн районти филиалĕнче тĕп инженерта, директор çумĕнче чылай çул тăрăшнă.
— Çутçанталăкăн ÿпки вăл — вăрман. Ăна пирĕн упрамалла, сыхламалла. Çак тивĕçе каярах мана шанчĕç — эпĕ колхоз вăрманĕн мастерĕнче 10 çул ĕçлерĕм, — тет Аркадий Абрамов.
Кунтанах вăл тивĕçлĕ канăва кайнă. Хастар ĕçченсен çемье архивĕ Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисенчен пуян. Хальхи вăхăтра сумлă мăшăр кĕçĕн ывăлĕн, Алексейĕн, çемйипе пурăнать.
— Аннепе атте пирĕншĕн пысăк тупра, вĕсем пуррипе çемье илемлĕ, эпир те телейлĕ. Пире кун-çул парнеленĕшĕн, лăпка-лăпка ÿстернĕшĕн, йывăр вăхăтра кирлĕ сĕнÿ-канаш парса пулăшнăшăн, алă тăсса панăшăн çут тĕнчери чи хаклă çыннăмăрсем умĕнче çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр, — теççĕ тĕпренчĕкĕсем.
А.ИСАЕВА.