Пурнăç çулĕпе алла-аллăн 50 çул…

Пурнăç çулĕпе алла-аллăн 50 çул…

Тулта паян кунĕпех тăман вĕçтерет. Тин кăна Валери тете хапха умĕнчи юра хырса тасатнăччĕ, кур-ха ăна, апăршана, каллех вĕçтерме тытăннă та вăл… Каланкка умĕнче ларакан кăçаттине илсе тăхăнчĕ те арçын тула тухрĕ. Мăшăрĕ, Чĕкеç аппа, хĕрĕсемпе сĕтел çи хатĕрлет: хуплу-пÿремеч пĕçерет, тĕрлĕрен салат тăвать. Часах, акă, вĕсем кăмакана шаркку лартрĕç. Кун сисĕнмесĕрех, тапăртатса çÿресех, иртрĕ.
— Юратнă анне, атте, эсир пурри пирĕншĕн телей! Çут тĕнчере сирĕнтен хакли пирĕншĕн урăх никам та çук. Эсир пире чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă, тавах сире, хаклă çыннăмăрсем, çĕре çити пуç таятпăр. Сирĕн умăрта эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра, — теççĕ тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшне.
Ылтăн туй кĕрекине ларма хатĕрленекен сумлă мăшăр пысăк та хăтлă çуртра пурăнать. Вĕсем пĕрле тăрăшса çурт-йĕр çавăрнă, хуралтăсем хăпартнă.
— Кÿршĕре тепĕр çурт пур. Малтанах, мăшăрлансанах, эпир унта пурăнтăмăр. Халь пурăнакан çурта туянтăмăр та ăна тĕпрен çĕнетрĕмĕр, юсарăмăр. Иксĕмĕр те кашни кун колхозра ĕçленĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă, ача-пăча ÿстернĕ, — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Чĕкеç аппа.
Ялта ăна çапла чĕнеççĕ. Чĕкеç аппа… Ку — хĕрарăмăн иккĕмĕш е вăрттăн ячĕ. Çемьере ачасем пĕрин хыççăн тепри вилсен чăвашсем кайăк ятне хунă. Ку вăл несĕлсен авалхи йăли. Унăн чăн-чăн ячĕ Руфа Романовна.
Руфа Романовна Йÿç Шăхаль ялĕнчех çуралса ÿснĕ. Вăрçă хыççăнхи ытти çынсенни пекех, унăн та ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăлах пулман. Шкулта 6 класс вĕреннипех çырлахнă чиперук. Часах ĕçе кÿлĕннĕ. «Ури çине ĕне ытла та ир пуснă», — теççĕ ун пеккисем çинчен халăхра.
— Малтанах мана хур кĕтĕвне ячĕç. Ун чухне эпĕ 14 çултаччĕ. Вĕсен шучĕ сахалах марччĕ —- 80 пуç ытла. Каярах мана ферма ертÿçи Аким Федорович Хромов шыв турттарма тесе фермăна ĕçе илчĕ, — ачалăх кунĕсене куçĕ умне кăларчĕ çулланă хĕрарăм.
Паян лаша кÿлме пĕлекен çын нумай мар. Ĕлĕк колхозра ытларах лашапа усă курнă май, вăл çыннăн пĕрремĕш пулăшуçи шутланнă. Апла пулин те çамрăк хĕр пĕрчине чĕлхесĕр янавара парăнтарма çăмăлах пулман пуль, çапах та пуçне усман вăл, малаллах талпăннă: пĕчĕк Чĕкеç лаша кÿлме те вĕреннĕ, вакне каснă, шыв турттарса килсе выльăхсене шăварнă.
1961 çулта Руфа кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Часах хĕре Владимир облаçне торф кăларма янă. Унта вăл виçĕ çул тăрăшнă. 1964 çулта Чĕкеç фермăна вырнаçнă та ĕмĕрне унта ĕçлесе ирт-тернĕ.
«Шăпа пÿрни шăл çĕмĕрсе кĕрет», —теççĕ. Чĕкеçĕн Турă çырни Турикас яшĕ Валери пулнă. Тĕрĕссипе каласан, хĕрпе каччă пĕр-пĕрне палланă-ха, анчах та сăмах чĕнме çеç хăяйман. Çапах та хастар та вĕри юнлă яш ĕçчен те чипер хĕре алăран вĕçертес темен, качча тухма ыйтнă. Часах ялта çĕнĕ çемье чăмăртаннă.
…Мăшăр çичĕ ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Ывăл-хĕрĕсем тĕп кил-çуртран тахçанах вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ, ăшă йăва çавăрса ача-пăча çитĕнтернĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри халĕ мăнукĕсемпе савăнать.
Руфа Романовнăпа Валерий Федорович Андреевсен ачисем: Татьяна, Галина, Алевтина, Владимир, Надежда, Валентина, Николай, хăйсен чунĕ туртнипе суйласа илнĕ профессийĕсенче тăрăшаççĕ. Вĕсем, сăмах май, Раççейĕн тĕрлĕ кĕте-сĕнче тĕпленнĕ, апла пулин те хăйсене кун-çул парнеленĕ, сар хĕвел ăшшине пехилленĕ çыннисене манмаççĕ, тăван кил сукмакĕ çине курăк ÿсме памаççĕ — ашшĕ-амăшĕ патне килсех, ватăсене пулăшсах тăраççĕ. Вĕсем вара ачисемпе мăнукĕсене, мăнмăнукĕсене питĕ тарават. Мăнукĕсем ял енне ытларах туртăннин сăлтавĕ асламăшĕпе аслашшĕ, кукамă-шĕпе кукашшĕ хăйсен ăшшине парнелени тата пурнăçа вĕрентни пулĕ тетĕп.
Пĕр-пĕрне ăнланса, хуйхă-суйхăпа телей-савăнăçне çурмаран пайласа пурăнакан мăшăр телейне мĕнле виçепе виçме пулать-ши? 
— Пĕр-пĕрне ăнланма, илтме пĕлни — чи пахи. Ун чухне çеç çемьере татулăхпа çураçулăх хуçаланать. Пурнăç — çĕр тĕрлĕ пăрăнăç, мăшăр хушшинче те чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмастех. Çак тапхăра çĕнсе тухма, ăна ирттерсе яма пĕлмелле, тĕрĕсрех каласан — каçарма хăнăхмалла. Пирĕн, аслисен, хамăр кун-çул пехилленĕ тĕпренчĕксемшĕн ырă тĕслĕх пулмалли пирки манмалла мар, — теççĕ Андреевсем.
Чăн сăмаха хирĕç мĕн калайăн? Тĕрĕссипе каласан, Андреевсем ачисемшĕн, 18 мăнукĕпе 4 мăнмăнукĕшĕн — паха тупра, вĕсем — чăн-чăн ылтăн.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *