Суббота, 20 апреля

Цифрăллă телекурав ĕçлет

Цифрăллă телекурав ĕçлет

Чăваш радиотелецентрăн специалисчĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вырнаçнă иккĕмĕш мультиплексăн передатчикĕсене хута янă. Халĕ цифрăллă телекурав пур çĕрте те ĕçлеме пуçланă. Çапла вара пирĕн регионта пурăнакансем тÿлевсĕрех лайăх пахалăхпа кăтартакан 20 телеканала курма пултараççĕ.
Цифрăллă телекурав çине федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн куçараççĕ. 2013 çултан пуçласа телекурав специалисчĕсем 42 хыпарлав объектне хута янă. Телекурав вышкисем çине пĕрремĕш тата иккĕмĕш мультиплексăн передатчикĕсене вырнаçтарнă. Вĕсенчен кашнийĕ 10 телеканалтан тăрать.
Унччен ялсенче пурăнакансен, чылайăшĕн 2—3 канал çеç кăтартнă пулсан, халĕ пурте 20 канала курма пултараççĕ. Пĕрлехи информаци стандарчĕ аякри ялсенче пурăнакансене те хулари пекех пысăк пахалăхлă телекуравпа савăнтарни, паллах, питĕ паха.
Çитес çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш Ен пĕтĕмпех цифрăллă технологисем çине куçать — эфирлă хыпарлава чарса лартĕç. Регионаллă телеканалсемпе мультиплекса кĕмен каналсене аналогра кăтартĕç.
Цифрăллă телекуравăн чи пĕлтерĕшлĕ паха енĕсем — пысăк пахалăхлă курав, нумай канал, йышăнакан хатĕрсене ансатах вырнаçтарма пулни, абонент тÿлевĕ çукки. Халĕ усă куракан телевизорсенчен чыла-йăшĕ цифрăллă каналсене кăтартма хатĕр. Çакна валли дециметрлă диапазонлă пÿлĕмри е урамри антеннăна çеç çыхăнтармалла. Телевизор кивĕ пулсан, ун çумне цифрăллă приставка кирлĕ пулать.
Тĕплĕнрех СМОТРИЦИФРУ.РУ сайта кĕрсе е 8-800-220-20-02 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *