Уяв инкесĕр ирттĕр

Уяв инкесĕр ирттĕр

Енчен те эсир Çĕнĕ çула хаваслăн, инкексĕр кĕтсе илес тетĕр пулсан, елкăна лайăх вырнаçтарса лартмалла. Вăл йăванма ан пултартăр, пÿлĕмрен тухмалли çула ан хуплатăр. Чăрăшăн турачĕсемпе стена, мачча хушшинче 1 метртан кая мар вырăн пулмалла. Типнĕ чăрăш хăвăрт хыпса илме пултарать, çавăнпа та кун пек йывăçа пÿртре тытмалла мар.
Электричество гирляндисене суйланă чухне вĕсен ятарлă сертификат пуррине пăхмалла. Енчен те гирлянда юсавсăр пулсан, унпа усă курма юрамасть.
Пÿлĕмре уяв мероприятийĕсем ирттернĕ чухне пиротехника хатĕрĕсемпе, уçă çулăмпа тата çуртасемпе усă курма юрамасть. Чăрăша мамăкпа илемлетмелле мар. Пÿлĕмрен тухмалли алăк патне тенкелсем е саксем лартса тултарма юрамасть. Мероприяти вăхăтĕнче çутта пĕтĕмпех сÿнтермелле мар.
Енчен те уяв вăхăтĕнче пушар тухсан, «01» номерпе е карас телефонĕпе «112» номерпе шăнкăравласа пушар сÿнтерекенсене чĕнмелле. Асăрхануллă пулăр, уяв хаваслă самантсемпе çеç асра юлтăр!
Д.ГАЛКИН,
район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *