Пурте юратакан уявччен — Çĕнĕ çулччен —нумай та юлмарĕ. Чылайăшĕ çак уява хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Халăх лавккасенче хĕвĕшнĕ вăхăтра кирлĕ мар япаласем туянас мар тесен чи малтанах мĕн кирлине палăртса список тума сĕнетпĕр. Унта тăвансемпе туссем валли парнесем, уяв сĕтелĕ валли апат-çимĕç тата уявра тăхăнмалли тумтир кĕрĕç. Чăвашстат ĕçченĕсем уяв валли мĕн чухлĕ тăкакланма тивнине шутласа пăхнă.
Чи малтанах кăмăла хăпартлантаракан самантран — парнесем туянассинчен — пуçлăпăр. Парне суйласси питĕ хумхануллă: тăвана, тус-юлташа килĕшекен парне туянас килет-çке-ха. Лавккасенчи таварсен пуян ассортименчĕ такамăн кăмăлне те тупма пулăшать.
Чылай чухне тутлă шăршăллă туалет шывĕ парнелеççĕ. Унăн 100 миллилитрĕ вăтамран 1380 тенкĕ тăрать. Куç хăрпăкĕсене сăрламалли тушь вăтамран 298 тенке ларать. Алла çыхмалли сехет вăхăта çеç мар, унăн хуçи стильлĕ пулнине кăтартать /вăтамран 1442 тенкĕ/. Хĕрарăмсен сăран сумки /5772 тенкĕ/ те чылай хĕр-хĕрарăма килĕшĕ. Çĕвĕ машини /9090 тенкĕ/ пулăшнипе кашниех хăйне валли килĕшекен тум çĕлеме пултарĕ. Çавăн пекех температурăна йĕркелекен, пăспа йĕпетекен электроутюг /2553 тенкĕ/ нумайăшне савăнтарĕ. Çунана çулла хатĕрлемеллине асра тытса илемлĕ сунчăк /1031 тенкĕ/ парнелеме пулать. Апат-çимĕç пĕçерме кăмăллакансене эмальленĕ е тутăхман хурçăран хатĕрленĕ кастрюль /798 тенкĕ/, çунман тĕплĕ çатма /1341 тенкĕ/, миксер е блендер /1744 тенкĕ/ шăпах кирлĕ пулĕç.
Электричествăпа ĕçлекен дрель /3641 тенкĕ/ арçынсемшĕн кĕтнĕ парне пулĕ. Планшетлă компьютершăн /10610 тенкĕ/ сире алă çинче йăтса çÿреме хатĕр пулĕç. Смартфон /7625 тенкĕ/ яланах çыхăнăва тытса пыма май парĕ.
Çемçе тетте /487 тенкĕ/ парнелени ачасен кăмăлне хăпартлантарĕ. Çамрăк спортсменсем футбол мечĕкĕшĕн /1102 тенкĕ/ савăнĕç. Тăван тавралăх илемне асра хăварма фотоаппарат /5375 тенкĕ/ пулăшĕ. Яланхи пекех чи лайăх парне шутне вара кĕнеке кĕрет /367 тенкĕ/.
Çĕнĕ çул уяв сĕтелĕсĕр пулмасть. Кашниех çулталăк тăршшĕпе тулăх пурăнас тесе пуян сĕтел хатĕрлеме тăрăшать. Шăмăсăр пăру какайĕнчен /1 килограмшăн 471 тенкĕ/, шăмăсăр сысна какайĕнчен /336 тенкĕ/ е лосось евĕрлĕ пулăран /643 тенкĕ/ хатĕрленĕ вĕри апат хăнасен кăмăлне кайĕ. Уяв сĕтелĕ çине пурте салатсем лартаççĕ. Вĕсене хатĕрлеме кăлпасси /1 килограмшăн 317 тенкĕ/, консервланă е маринадланă пахча çимĕç /121 тенкĕ/, хытă тата çемçе сырсем /385 тенкĕ/, хăяр /100 тенкĕ/, помидор /88 тенкĕ/, пулă консерви /350 грамшăн 92 тенкĕ/, тип çу /1 килограмшăн 86 тенкĕ/, майонез /171 тенкĕ/ тата ытти те кирлĕ пулĕ.
Сивĕ закускăсем валли тĕтĕмленĕ кăлпасси /килограмшăн 729 тенкĕ/, тăварланă е тĕтĕмленĕ пулăран хатĕрленĕ деликатессем /1507 тенкĕ/, лосось евĕр пулăсен вăлчи /килограмшăн 3354 тенкĕ/ юрăхлă. Ача-пăча вара зефир, пастила /килограмшăн 208 тенкĕ/, шăккалат канфетсем /525 тенкĕ/, торт /351 тенкĕ/ çисе, улма-çырла сĕткенĕ /литршăн 77 тенкĕ/ тата газлă шĕвексем /28 тенкĕ/ ĕçсе савăнĕç. Çĕнĕ çул сĕтелне улма-çырла илем кÿрĕ: виноград /килограмшăн 133 тенкĕ/, апельсин /89 тенкĕ/, груша /128 тенкĕ/ тата ытти те.
Çĕнĕ çула мĕнле тумпа кĕтсе илмелле-ха? Арçынсене çак ыйту питех хумхантармасть. Хĕрарăмсемшĕн вара ку ыйту чи пăлхантараканнисенчен пĕри. Чылай чухне хĕрарăмсем кĕпе /кĕпе-костюм/ суйлаççĕ. Унăн вăтам хакĕ — 2998 тенкĕ. Арçын кĕпи вара вăтамран — 1193 тенке, костюмĕ 7720 тенке ларать. Шкул çулне çитнĕ арçын ача вали кĕпе 614 тенкĕпе, шăлавар 1387 тенкĕпе туянма пулать. Шкул çулне çитнĕ хĕр ача валли кĕпе, кĕпе-костюм, сарафан /вăтам хакĕ 1199 тенкĕ/ туянсан аван.
Декабрь вĕçĕнче сивĕ сывлăш, чĕрĕ чăрăш шăрши пурне те савăнăç парнелеççĕ. Уява тулли кăмăлпа хатĕрленĕр, Çĕнĕ çул каçĕ тĕлĕнмелле хаваслă ирттĕр!
ЧĂВАШСТАТ.