Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Ноябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 12-мĕшĕччен шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем хушшинче «Çĕнĕ çул тата Раштав тĕлĕнтермĕшĕсем» республикăри пултарулăх конкурсĕн районти тапхăрĕ иртнĕ. Унта виçĕ ÿсĕмри 3 номинацие 246 ĕç ярса панă. Çак конкурсра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те палăрнă.
«Çĕнĕ çул мĕн тĕслĕ;» ÿкерчĕксен конкурсĕнче 1—2-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Анастасия Щетинкина 2-мĕш вырăна тухнă /ертÿçисем — Н.В.Игнатьевăпа Т.Е. Варламова/.
«Çĕнĕ 2019 çул — объективра» сăнÿкерчĕксен конкурсĕнче 3—4-мĕш классенче ăс пухакансем хушшинче Виктория Павлова /ертÿçи — О.Г.Матвеева/ 2-мĕш вырăна тухнă.
«Çĕнĕ çул  тата  Раштав юмахĕсем»  литература  конкурсĕнче  1—2-мĕш  классенче  вĕренекенсем  хушшинче  Расиль  Мухаметзянов     /3-мĕш вырăна тухнă /ертÿçи — Т.Е. Варламова/.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!
О.МАТВЕЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *