Пятница, 19 апреля

Ял пенсионерĕсен пенси ÿсет

Ял пенсионерĕсен пенси ÿсет

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ялти пенсионерсен страхлав пенсийĕ ÿсет. Çак йĕрке ял хуçалăхĕнче /пахча çимĕç çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх тата пулă ĕрчетес ĕçре/ 30 çултан кая мар вăй хунă, халĕ те ялта пурăнакан, ĕçлемен, ватлăхпа е инвалидноçпа пенси илекен çынсене пырса тивет.
Çапла, çÿлерех асăннă çынсене страхлав пенсийĕн çирĕплетнĕ пайĕн 25 проценчĕ чухлĕ хушса тÿлеме пуçлĕç. Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа страхлав пенсийĕн çирĕплетнĕ пайĕ 5334,19 тенкĕпе танлашать. Апла пулсан, ял пенсионерĕсен пенси укçи 1333,55 тенкĕ ÿсет.
Çакăн пек пенси кама тивĕçнине палăртнă чухне профессисен ятарлă списокĕпе усă кураççĕ. Çак списокра — 500 ытла ял хуçалăх профессийĕ. Унта агроном, уй-хир бригадин бригадирĕ, ял хуçалăх машинисене юсакан слесарь, тракторист тата ытти ĕç çинчен каланă. Çав вăхăтрах, 1992 çулччен колхозсенче, машинăпа трактор станцийĕсенче, совхозсенче, хресчен хуçалăхĕсенче, ял хуçалăх артелĕсенче тăрăшнине професси е специальноç мĕн ятлă пулни тăрăх мар, пурне те ял стажне кĕртеççĕ.
Пирĕн республикăра çак саккунпа килĕшÿллĕн 25000 ял пенсионерĕн пенси укçине çĕнĕрен шутласа парĕç. Вĕсенчен 24600-шĕ паянхи кун ĕçлемест. Вĕсен пенси укçи ÿстĕр тесен нимĕнле документ та хатĕрлемелле мар.
Енчен те пенсионер çулталăк тăршшĕнче РФ Пенси фондне хăй ял тăрăхĕнче пропискăра тăнине, анчах та хулара пурăннине çирĕплетме заявлени парсан, унăн пенсине çĕнĕрен шутласа параççĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерстви.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *