Пятница, 19 апреля

Пĕчĕк шăрпăкран — пысăк инкек

Пĕчĕк шăрпăкран — пысăк инкек

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, ачасем çитĕннисем пек пулма, вĕсем мĕн тунине евĕрлеме тăрăшаççĕ. Уйрăмах тытма юраман япала вĕсене питĕ кăсăклă пек туйăнать. Акă, шăрпăк та пĕчĕккисене питĕ интереслентерет, çитĕннисенчен çулăм мĕнле кăларнине пĕрре мар курнăскерсем, май пулсан ăна чĕртсе выляма та пултараççĕ. Пĕчĕк ачасен аллине шăрпăк лекнипе çыхăннă пушарсем çинчен час-часах илтме пулать. Кун пек чухне йăлтăр-ялтăр çуталакан пĕчĕк шăрпăк пĕрчинчен пысăк инкек сиксе тухать.
Хăш-пĕр чухне аслисем ачасене хăйсене кăна килте хăварсан пушар сÿнтерекенсене чĕнмелле пулса тухать. «Хĕрлĕ автан» сиксе тухнин сăлтавĕ вара питĕ ансат: шăрпăк ачасен алли айĕнче пулни. Шăпăрлансем, аслисем пек пулас тесе, шăрпăкпа тата тиверткĕчпе çеç мар, килти электроприборсемпе те усă кураççĕ. Ачасем лара-тăра пĕлменнине пула вĕри утюг е кипятильник урайне ÿкнипе пÿрте çулăм ярса илнĕ тĕслĕхсем пур.
Юлашки вăхăтра пиротехника хатĕрĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Вĕсене хăш-пĕр чухне шанчăксăр сутуçăсенчен туянаççĕ. Çак хатĕрсен пахалăхне тата хăрушсăрлăхне çирĕплетекен сертификатсем те çук. Çакăн пек пиротехника хатĕрĕсемпе усă курни ачасемшĕн çеç мар, çитĕннисемшĕн те хăрушă пулма пултарать.
Енчен те эсир ачăрсене /уйрăмах арçын ачасене/ хăйсене çеç хăваратăр пулсан, киле пăхса çаврăнăр, хăвăр ача пулнă пулсан çитĕннисенчен вăрттăн мĕн тунă пулăттăр — çакăн çинчен шутласа пăхăр. Тĕслĕхрен, ачасем кравать айне кĕрсе ларса çурта çутма, балконран çунакан шăрпăк пĕрчисем пăрахма, газ чĕртме, тĕрлĕ япаласем мĕнле çуннине тĕрĕслеме пултараççĕ. Куç тĕлне шăрпăк е хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан урăх япала лексен, ăна ачасем çитмелле мар çĕре илсе хурăр.
Пушар ан пултăр тесен хăйсене мĕнле тытмаллине ачасене мĕн пĕчĕкрен ăнлантарма пуçламалла. Çулăм мĕнле сиен кÿнине тĕплĕн каласа памалла. Çав вăхăтрах «хĕрлĕ автан» сиксе тухас пулсан ачасене хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтермелле. Чылай чухне вĕсем çулăмран хăраса краватьсем, сĕтелсем айне кĕрсе лараççĕ, çакă вĕсене тупса çунакан çуртран илсе тухассине йывăрлатать.
Ачăрсемпе тимлĕ пулăр, вĕсем пушар тăвассинчен сыхланăр, пушар тухсан шăнкăравламалли «01» тата «112» телефонсене яланах асра тытăр.
Д.КУЗЬМИН,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *