Шурă халатлă ветеран

Шурă халатлă ветеран

Урамра хĕл кунĕсем пулин те, сивĕ пите чĕпĕтет теме çук-ха. Çанталăк хăйĕн илемĕпе чуна савăнтарать. Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Елена Петровна Лукиянова çакăн пек ырă кун çут тĕнчене килнĕ пулĕ. Çак кунсенче сумлă ватă черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Çавна май декабрĕн 13-мĕшĕнче Тукай Мишер фельдшерпа акушер пункчĕн медицина сестрине чыслама халăх та чылай пухăнчĕ. Ку, паллах, ахальтен мар ĕнтĕ. Ял çыннисем ăна чунтан хисеплеççĕ.
Елена Петровна ĕмĕрне сывлăх хуралĕнче ирттернĕ: 20-мĕш ĕмĕрĕн 1965—1993 çулĕсенче Тукай Мишер ялĕнче пурăнакансен пурнăçĕ пĕтĕмпех унăн çирĕп аллинче пулнă. Фельдшерта вăтăр çула яхăн тăрăшнăскер çĕршер çынна пĕрремĕш пулăшупа вăхăтра, кирлĕ пек тивĕçтернĕ. Асăннă ял çыннисем Елена Лукияновăна сума сăваççĕ, хисеплеççĕ.
— Тăман вĕçтерет е аслатиллĕ-çиçĕмлĕ çапса çăвакан çумăр, пылчăк е пĕç тĕп таракан путакан юр, çĕрле е кăнтăрла, кирек хăш самантра та эсир, ниме пăхмасăр, чирлĕ çын патне васкаттăрччĕ. Сирĕнти ырă кăмăлпа ĕçе чунтан парăнни миçе çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшман-ши; Вĕсем, паллах, питĕ йышлă. Сире ял-йыш ячĕпе чĕререн, ăшшăн тав тăватăп. Сирĕн яланах сывлăхпа çÿремелле, ачăрсемпе, мăнукăрсемпе ырă курмалла пултăр, — терĕ Рифкать Хабибрахманов мулла юбиляра çуралнă кунпа саламланă май чечек çыххи парнелесе.
— Чир-чĕр хăна евĕр мар çав, вăл хăçан килсе алăкран шаккассине пĕри те пĕлместпĕр — пурнăçăн унăн хăйĕн саккунĕ. Лена аппана та çĕр варринче пĕрре мар тăратнă пулĕ ĕнтĕ эпир; Ун пек чухне вăл пĕр тăхтаса тăмасăр чĕннĕ çĕре çитме васкатчĕ, лару-тăру çăмăлах пулмасан чирли патне»васкавлă пулăшу» чĕнетчĕ. Гульсем Сафиуллинапа Валя аппа /Иванова/ пирки те аса илмесен йăнăш пулĕ, вĕсем пирĕншĕн сахал мар тăрăшрĕç. Шел пулин те, Валя аппа пирĕнтен уйрăлса кайнă. Санитаркăра вăл вăхăтра Алине Сафиуллина ĕçлетчĕ, каярах — Сефиде Ибрагимова. Кăçал пирĕн ялта çĕнĕ ФАП хута кайрĕ, сывлăх хуралĕнче халĕ — Гельнара Сафиуллина, Гузель Сафиуллина, Дания Гайнутдинова, — паллаштарчĕç вырăнти ĕç-хĕлпе Тукай Мишерĕнче пурăнакансем.
Тĕлпулу… Вăл — пĕр-пĕрин пурнăçĕпе тата ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан, иртнĕ кунăн çуттине куç умне кăларма пулăшакан ырă пулăм. Çавра сĕтел тавра ларнисем çак кун Елена Лукиянован иртнĕ кунĕсене тепĕр хут аса илсе каласа пачĕç, кăмăлтан тăрăшнăшăн, пурнăçпа вилĕм хушшинче тăнă тапхăрта чунне парса пулăшнăшăн пуç тайса тав турĕç. Лена аппа та çак кун куççульленмесĕр чăтаймарĕ:
— Тукай Мишер ялĕ — манăн савнă ялăм, кунти халăх — тăван пекех. Паянхи кун сирĕнпе тĕл пулма пÿрнишĕн эпĕ чăннипех те хавас. Тахçантанпах сире курса, чуна уçса калаçас килетчĕ. Тавтапуç сире, пурсăра та, мана хисепленĕшĕн, — терĕ Елена Петровна.
Лена Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк чухнех тухтăр пулас ĕмĕтпе çунатланнă-скер, вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Канаш хулинчи медицина училищине докуменчĕсене панă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн хурав кĕтмелли çеç юлнă. Часах хĕрупраç хăй вĕренме кĕни çинчен пĕлет. Наука гранитне кăшлани, çанă тавăрса ăса хывни — чи пахи. Çакăн пирки Лена, çамрăк пулсан та, нихăçан та манман. Диплом илнĕ хыççăн специалиста направленипе тăван тăрăхах ĕçлеме яраççĕ. Турă çырни те чиперккен кунтах пулнă — ăна Аслă Чурачăк яшĕ Александр куç хывнă. Икĕ çамрăк пĕрлешсе çемье çавăрнă ятпа вĕсене саламлама пĕтĕм тус-юлташĕ, тăван-пĕтенĕ пухăннă. Çамрăксем йăва çавăрса кил-çурт тытса пынă, ĕçе çÿренĕ, çав вăхăтрах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Мăшăр, Еленăпа Александр, виçĕ ачана —Тамарăна, Сергее, Светланăна — кун-çул парнеленĕ, вĕсене пĕчĕкренех ĕçе юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарса ÿстернĕ. Декретран тухнă хыççăн Елена Петровнăна Тукай Мишер ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне ертсе пыма шаннă. Çак ĕçе вăл 1965 çулта кÿлĕннĕ те шаннă ĕçре 1993 çулчченех тăрăшнă.
Мăшăрĕ, Александр, çĕре кĕнĕ хыççăн хĕрарăм Аслă Чурачăкри фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме куçнă. Хĕрарăм унта 7 çул вăй хунă.
Кун иртет те каç пулать, ĕмĕр те си-сĕнмесĕрех хăвăрттăн шăвать. Хальхи вăхăтра Елена Петровна тивĕçлĕ канура. Унăн çемье архивĕ Хисеп грамотисемпе тата Дипломсемпе пуян. Вăл — ĕç ветеранĕ. Паянхи кун Лена аппа Сергей ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кашни çĕнĕ куна савăнăçпа кĕтсе илсе ăна ырăпа ăсатма пулăшнăшăн Турра тав тăвать.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *