«Рябинушка» çăлтăрĕсем çутатаççĕ

«Рябинушка» çăлтăрĕсем çутатаççĕ

«Рябинушка» ача сачĕн воспитанникĕсем «Ача-пăча сасси» фестиваль-конкурсран нихăçан та айккинче юлмаççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, «Народный танец» номинацире тутар ташши ташласа пирĕн ачасем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. Полина Кольцова «Чун-чĕререн савăнар» юрра шăрантарса «Ансамблевое народное пение» номинацире малти вырăнпа палăрчĕ. Самира Тукаева «Сольное пение» номинацире «Пирĕн анне» юрăпа иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.
Эпир фестивале ирттерме пулăшнисене, кĕçĕн çулхи туссен ашшĕ-амăшне тав сăмахĕ калатпăр. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене малашне те хальхи пекех хастар пулма сунатпăр, ăнăçусем сирĕнтен нихăçан та ан пăрăнччăр.

Г.ТУКАЕВА,
Г.ИЛЬЯСОВА,
Н.КОВШОВА,
Д.ЗИНЯТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code