Кинозал тата клуб уçăлнă

Кинозал тата клуб уçăлнă

Раççей Кино фончĕ 2015 çултанпа çĕршывра конкурс ирттерет. Унта 500 пин çынран ытла мар пурăнакан ял-хула хутшăнма пултарать. Çĕнтерÿçĕ 5 млн тенкĕ тавăрса памалла мар субсидие тивĕçет. 2018 çулта çак конкурса хутшăнса Элĕкри культура çурчĕ çĕнтернĕ. Субсидипе усă курса Элĕкре хальхи йышши кинозал уçăлнă.
Элĕксене уявпа саламлама республика Пуçлăхĕ, РФ Патшалăx Думин, ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕсем, ЧР Правительство членĕсем çитнĕ.
Пухăннисене уявпа саламланă май Михаил Игнатьев иртнĕ ĕмĕрĕн 70—80-мĕш çулĕсенe аса илсе хăварнă, хăйсем кино курма ялти клуба чупнине аса илнĕ. Халĕ акă иртни таврăнчĕ тейĕн, анчах та паянхи кино пачах урăх — çÿллĕ шайра пулĕ. Çĕнĕ кинозалра кунĕпе 4—5 сеанс йĕркелĕç. Фильмсен 50 проценчĕ Раççейре ÿкернисем пулмалла.
Унтан сумлă xăнасем Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕшe çул тытнă. Унта çĕнĕ клуб çуртне уçнă. Ял çыннисем 100 çул клубсăрах пурăннă. Республика хыснинчен тата район пулăшăвĕпе усă курса 100 вырăнлăх çурт çĕкленнĕ. Кунта халĕ пултарулăха аталантарма та, пушă вăхăта усăллă ирттерме те майсем çителĕклĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *