Вторник, 10 декабря

«Каçал ен» хаçатăн çывăх тусĕ

«Каçал ен» хаçатăн çывăх тусĕ

— Эрнере икĕ куна, ытларикунпа эрнекуна, эпĕ чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Вĕсем маншăн пурнăçри чи хаклă кунсем, мĕншĕн тесен алла юратнă район хаçатне, «Каçал ене», илетĕп те чун килениччен вуласа савăнатăп. Вăл мана районта, республикăра, Раççейре пулса иртекен пулăмсемпе паллашма пулăшать, кирлĕ сĕнÿ-канаш парать. Чăн малтан «Пурнăçри ярăмран», «Санăн çыннусем, район!», «Номертен — номере» рубрикăсене шĕкĕлчетĕп, саламсемпе пĕлтерÿсем пирки те манмастăп. Çитĕнÿсемпе палăракан паллакан çынсем çинчен вуланă, вĕсен ÿсĕмĕсемпе паллашнă май хăйсемпе калаçнăнах туйăнать тепĕр чух. «Каçал ен» мана питĕ килĕшет, вăл манăн çывăх юлташ. Эпĕ унпа чылайранпа туслă, — тет ĕмĕрĕпе сывлăх сыхлавĕнче тăрăшнă Мария Харитоновна Тихонова.
Халĕ 2019 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр пырать, вăл вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Хисеплĕ вулакансем! «Каçал ене» çырăнăр, район хыпарĕсемсĕр ан юлăр! Хаçата почтальонсем урлă ултă уйăха 413 тенкĕ те 58 пуспа е альтернативлă мелпе ?ăна редакцирен хăвăрăн килсе илмелле/ 240 тенкĕпе çырăнма пулать. «Каçал ен» кашни килтех пултăр!
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *