Декабрĕн 19-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп темисем: 2019 çулта ялти ватăсен пенсине ÿстересси; РФ Правительствин 2018 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи 2713-р номерлĕ «Федерацинчи субъектсене территоринчи экономика потенциал темпне ÿстерсе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн хавхалантарасси пирки» йышăнăвĕ; Раççей Президенчĕ В.Путин «Единая Россия» партин XVIII съездĕнче РФ социаллă-политикăлла аталанăвĕн задачисем пирки калани; 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче РФ социаллă фонд страхованийĕн «Тÿрĕ тÿлев» пилотлă проектне реализацилесси пирки.
Информаци кунне хутшăнакан ушкăнсем районти тĕрлĕ ялта, предприяти-организацисенче пулса ĕç коллективĕсемпе курнăçĕç, кăсăклантаракан ыйтусене хуравлĕç.