Понедельник, 24 июня

Çĕр тĕрлĕ калаçу çÿп-çап тавра

Çĕр тĕрлĕ калаçу çÿп-çап тавра

Çĕнĕ япала яланах тĕрлĕрен ыйту çуратать. Акă, октябрĕн 1-мĕшĕнчен хыт каяшсене илсе тухассипе çыхăннă çĕнĕ саккун вăя кĕни те çакна çирĕплетет. Унтанпа икĕ уйăх ытла иртрĕ пулин те, çĕнĕлĕхе районта пурăнакансем хăнăхса çитеймеççĕ-ха. Хыт каяшсене тиесе тухасси те кирлĕ пек пурнăçланмасть. Вун-вун ыйту çуратать çак çĕнĕлĕх.
Вырăнта тирпей пуласси хамăрăн йĕркелĕхрен, культура шайĕнчен килет пулин те, çÿп-çап, каяш ыйтăвне татса парассипе çĕршыв шайĕнчех тивĕçлĕ йышăну тумасăр та май килменни куçкĕретех. Çитес çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса каяш ыйтăвне çĕршыв шайĕпех татса пама тĕллев лартнă. Раççей Федерацийĕн «Об отходах производства и потребления» сакку-нĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн пур субъекчĕ те 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен йăла каяшне тиесе ăсатассин çĕнĕ системи çине куçса пыма тивĕç. Пирĕн республикăра октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса коммуналлă хытă каяшпа çыхăннă пĕтĕм ĕç-хĕле, вăл шутра ăна вырăнсенче пухассине, тиесе турттарассине, сортлассине, утилизацилессине, сиенсĕрлетессине тата чавса чикессине регион операторĕ — «МВК «Экоцентр» ООО пурнăçлать. Асăннă организаципе çак ĕçсене 10 çул хушши пурнăçлама килĕшÿ тунă.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем унччен каяша тиесе ăсатнăшăн пурăнмалли хваттер лаптăкне кура тÿленĕ пулсан, халĕ пурăнакансен шутне кура тÿлес пулать. Çакă тĕрĕсех ĕнтĕ. Кашни хваттерте каяш мĕн чухлĕ пухăнасси лаптăкран мар, унта миçе çын пурăннинчен килет.
Çапла вара халĕ хваттерсенче пурăнакансем çеç мар, ял çыннисем те йăла каяшне тиесе ăсатнăшăн тÿлеме квитанцисем алла илчĕç. Квитанцисем килме тытăннипе пĕрлех редакцие шăнкăравлакансем те чылай пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа йĕркеленĕ хĕрÿ линие те çак ыйтупа шăнкăрав хыççăн шăнкăрав килчĕ. «Мĕнле япала ку; Камшăн тата мĕншĕн тÿлемелле!; Манăн хуçалăхра çÿп-çап та, нимĕнле коммуналлă каяш та пухăнмасть. Тимĕр-тăмăрне пуçтараççĕ, çунаканни валли мунчара кăмака пур, çĕрекеннине тислĕк купи çине ăсататăп, пахча çимĕç юлашкине выльăх çиет! Манăн каяш ăсатнăшăн мĕн-ма тÿлемелле;» — тесе ыйтаççĕ. Çынсем шăнкăравланă чухне йăла каяшĕ валли ятарлă контейнерсем çукки, мĕншĕн квитанцисене «çук çынсемшĕн» те валеçни пирки те сăмах пуçараççĕ.
Ял çыннисен ыйтăвĕсене, сĕнĕвĕсене шута илес, вĕсене кăштах та пулин уçăмлатас тĕллевпе декабрĕн 11-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче граждансен пухăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, регион операторĕн — «МВК «Экоцентр» ООО — представителĕ Татьяна Адюкова хутшăнчĕç. Вĕсем пухăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, ăнлантарса пачĕç.
Татьяна Вячеславовна каланă тăрăх, йăла каяшне тиесе ăсатнăшăн тÿлессин йĕркине Раççей Федерацийĕн саккунне тĕпе хурса йышăннă. Çавна май хваттерте е çуртра пурăнакансен шучĕпе килĕшÿллĕн кашни çыншăн укçа-тенкĕ хывмалла. Паянхи куна вăл — 74 тенкĕ те 44 пус.
Çитес вăхăтра ялсенче каяш пухмалли ятарлă вырăнсем те, контейнерсем те пулаççĕ. Нумай çĕрте вĕсене вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ. Сăмахран, Комсомольски ял тăрăхĕнче çеç 53 контейнер вырнаçтарнă.
Пухăннисем вара хыт каяша илсе тухнишĕн тÿлев пысăк пулнипе, контейнерсем тулса кайнипе, ăна вăхăтра илсе тухманнипе кăмăлсăр. Сăмахран, Александр Степанов тÿлеве çÿп-çап мĕн чухлĕ тăкнин виçине кура палăртма сĕнет. Теприсем контейнерсене çи-телĕксĕр лартнă теççĕ. Нума-йăшĕ пурăнакан вырăн тирпейсĕр пулнипе кăмăлсăр: ăçта килнĕ кĕленче, пластик савăт выртать.
— Урамсенче, çул айккисенче, çырма-çатрасенче, вăрманта мĕн чухлĕ ăпăр-тапăр купи. Çакна пĕтĕмпех çын пăрахать вĕт. Хамăр тирпейсĕрри кăмăла хуçать те, — терĕç пухăннисем.
Чăннипех те çапла. Кашни çын хыт каяш турттарса тухнăшăн тÿлесессĕн лару-тăру лайăх енне улшăнĕ тесе шутлатпăр. Унта-кунта выртакан пакетсем пулмĕç. Тирпейлĕхпе тасалăхшăн вара ĕçлемелĕх пур. Ялсенче субботниксем ирттермелле, çырма-çатрасене, урамсене тасатмалла. Çакă пĕр кунра пурнăçламалли ĕç мар, паллах. Ăна майĕпен, пур йышпа пĕрле пурнăçламалла.
Районта пурăнакансене пĕлсе тăма: «МВК «Экоцентр» ООО регион операторĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова ытларикун тата кĕçнерникун çынсене 9—16 сехетсенче район администрацийĕн çуртĕнче 16-мĕш пÿлĕмре йышăнать. Ыйтусем пур пулсассăн унта çитме васкăр.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *