Четверг, 25 апреля

Хастаррисене чысларĕç

Хастаррисене чысларĕç

Чăваш Енри ирĕклĕ пушарнăйсем Волонтерсен кунне паллă турĕç. Çак уява халалланă мероприятисем Канаш хулинче иртрĕç. Митинга Раççей МЧСĕн сотрудникĕсем, пушар хуралĕн ветеранĕсем тата республикăри ирĕклĕ пушарнăйсем пуçтарăнчĕç.
Канашри патшалăх службин тата управленийĕн лицейĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекенсем кадет присягине тытрĕç. Аслă вĕрентекенĕсем умĕнче ачасем тăрăшса вĕренме, Тăван çĕр-шывăн чысне упрама тупа турĕç.
Культура керме-нĕнче волонтерсене — пушарнăйсен ирĕклĕ пулăшаканĕсене чысларĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн начальникĕ, Станислав Антонов генерал-майор палăртнă тăрăх, республикăра ирĕклĕ пушарнăйсен 898 подразделенийĕ ĕçлет. Пурĕ — ирĕклĕ 5005 пушарнăй. Çак йышра пирĕн районти маттур çынсем те пур. Шăпах асăннă мероприятире районти ирĕклĕ пушарнăйсене чыларĕç. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакан Михаил Кузнецова «За содействие в организации добровольной пожарной охраны» медальпе чысларĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн Хисеп грамотине Иван Шакмаков /Шурут ял тăрăхĕ/, Минефенеил Ялалдинов /Чĕчкен ял тăрăхĕ/, Тав хутне Сергей Герасимов /Комсомольски ял тăрăхĕ/, Валерий Акчурин /Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕ/ тивĕçрĕç.
Çак кун пушарпа ирĕклĕ кĕрешекенсен шутне тата 10 çын хутшăннă. Пуçтарăннисене «Россияночка» ансамблĕн артисчĕсем тата «Сияние» хореографи коллективĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăк кăмăл парнелерĕç.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *