Экстремизмпа терроризм çĕршывăн обществăлла аталанăвĕ умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Федерацин «Терроризма хирĕç тăрасси çинчен», «Экстремистла ĕç-хĕле хирĕç тăрасси çинчен» саккунĕсене пурнăçласа районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем асăннă сферăра йĕркене пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ.
Терроризмран тата ытти хăрушă пулăмран асăрханса халăхăн яланах тимлĕ пулмалла. Çакăн евĕр инкексем уйрăмах халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче — тĕрлĕ акцие хутшăнакансем хушшинче пулма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене йĕркелекенсен яваплăх пирки асрах тытмалла.
Массăллă акцие хутшăнакансен хăйсен çумĕнче хĕç-пăшал, граждансен сывлăхне сиен кÿме пултаракан хатĕрсем тытма юрамасть. Унта экстремистла организацисене явăçтарасран, вĕсен символикисемпе, атрибутикисемпе усă курасран та асăрханмалла. Йĕркене пăсакансене тивĕçлипе айăплĕç.
Уйрăм çынсемпе предприяти-организацисем, предпринимательсем хăйсем çинче шутланса тăракан е усă куракан объектсене терроризмран хÿтĕлессишĕн яваплă пулса тăнине те асрах тытмалла.
Умра — çĕнĕ çула кĕтсе илессипе çыхăннă уявсем. Çак тапхăрта та сыхлăх пирки манар мар, тимлĕх инкекрен упранине асрах тытар.
Р.ЗАЙНУЛЛИН,
муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ.