Çĕнĕ ферма хута кайнă

Çĕнĕ ферма хута кайнă

Декабрĕн 4-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура 100 пуç тытмалли выльăх-чĕрлĕх фермине хута янă. Унта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, ял çыннисем хутшăннă.
Владимир Белкин фермер çак саманта чылайранпа кĕтнĕ. Пысăк ĕçе пурнăçлама укçи-тенки те, вăй-хал та сахал мар кирлĕ. Кунта патшалăх пулăшăвĕ те, çывăх çынсен тимлĕхĕ те темрен паха. Ĕçленин, тăрăшнин çимĕçĕ — хăтлă, пысăк, 100 пуç выльăх тытмалли ферма. Ялта пурăнакансемшĕн çакă калама çук пысăк ĕç. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх усраса, сĕт сутса çемье бюджетне пуянлатать. Белкинсене ĕçре ăнăçу сунатпăр.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *