Çанталăк уяр та тÿлек. Тÿпери хĕвел шевлисемпе çĕр питне çутатать, ăшăтать. Уçă çил, пит-куçа ачашласа чĕрере ырă туйăм вăратать. Çутçанталăк илемĕпе киленсе утать хĕрарăм. Ĕçе васкать вăл. Этем пурнăçĕпе унăн телейĕ ĕçре-çке… Чун туртакан, çунат хушакан ĕçе суйласа илнĕ Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Галина Павловна Кириллова. Вăл чылай çул Урмаел салинчи аптекăра тăрăшать.
Шурут вăтам шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Галина документсене Хусанти фармацевтика техникумне панă. Хурав кĕтнĕ тапхăрта ĕçчен пике килĕнче алă усса ларман, ялти ача садĕнче тăрăшнă. Хусантан чĕнÿ хучĕ килсен çамрăк хĕр епле савăннине калама та кирлĕ мар.
Кун-çул урапи шав малаллах чуптарать. Галина Павловна аптекăра ĕçлеме тытăнни те 25 çул çитрĕ ĕнтĕ. Ĕçре çаврăнăçуллă, çивĕч, хастар вăл. Çынсемпе яланах кăмăллă та уçă калаçать. Урмаелсемпе тутарла шăкăртаттарса калаçма та пултарать чăваш пики. Вĕсемпе пĕрле савăнать вăл, хуйхи-суйхине те çурмаран пайлать. Кашнин валли ăшă сăмахсем тупать сăпайлă та маттурскер. «Ĕçе этем пурнăçлать пулин те вăлах çынна чыс-хисеп кÿрет, илемлетет», — теççĕ халăхра. Юратаççĕ, хисеплеççĕ Галина Кирилловăна Урмаелсем. Аслă Чурачăк ялĕнче те ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, ырă кăмăллăхĕпе палăрса тăрать хĕрарăм. Вăл урампа иртнĕ чухне кашниех ăна ăшă куçпа пăхса ăсатать. Çакă мар-и вара вăл ĕçре тупнă телей;
Çемье — кашни çын пурнăçĕнче чи кирли. Вăл телейлĕ пулнине нимĕн те çитмест. Галина Павловнăпа Александр Леонидович Кирилловсем Аслă Чурачăк ялĕнче кермен пек чаплă çуртра пурăнаççĕ. Кăвак шуçăмпах ура çинче ял хĕрарăмĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе ĕçе кайиччен çитерсе, ĕçтерсе, тирпейлесе хăвармалла. Пур ĕçе те мăшăрĕпе пĕрле тăваççĕ вĕсем, яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ.
Пахчана тухсан та чунĕ хĕпĕртет Гальăн. Тĕрлĕ тĕслĕ чечек илемĕпе кăмăла çĕклет. Мĕн чухлĕ пахча çимĕç, улма-çырла çук-ши кунта?! Пур çĕре те çитме ĕлкĕрет ĕçчен хĕрарăм. Кил таврашĕнче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать.
Юратнă ачисем, çитĕнсе çитсе, пĕрин хыççăн тепри пурнăç çулĕ çине тухнă, хăйсем çемье çавăрнă. Руслан ывăлĕ, амăшĕ пекех тăван тавралăха, çуралнă çĕре кăмăллать. Вăл мăшăрĕпе тата пĕчĕк ывăлĕпе Комсомольскинче тĕпленнĕ. Аня хĕрĕ те çемьеллĕ. Шупашкарта пурăнаççĕ вĕсем. Мăшăрĕпе, икĕ ачипе час-часах ашшĕ-амăшĕ патне яла килсе çÿреççĕ.
Галина Павловнăпа Александр Леонидович чăннипех те телейлĕ ашшĕпе амăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ. Ачисем пурте пĕрле тăван киле пуçтарăнсан вара, кил-çурт тулли телейпе çуталать.
В.ГОРБУНОВА.
Шурут ялĕ.