Аслă Чурачăк почта çыхăну уйрăмĕн почтальонĕсем пĕринчен тепри хастар. Тăватă почтальон таврари виçĕ яла хаçат-журналпа, çырусемпе вăхăтра тивĕçтерет.
Акă, Тукай Мишер ялĕн çыннисене хаçат-журналпа тата ытти почта çыхăнăвĕн çăмăллăхĕсемпе Лариса Яковлевăпа Раиса Григорьева почтальонсем тивĕçтереççĕ. Тăрăшуллă почтальонсем кунсерен 20 километр ытла çула парăнтараççĕ. Лариса Алексеевнăпа Раиса Ивановна 2018 çулхи иккĕмĕш çурçула хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăра аван вĕçленĕ. Апла пулин те вĕсем ял çыннисем тата та ытларах периодика изданийĕсене çырăнсан кăмăллăрах пулнине пĕлтерчĕç. Халĕ вĕсем çитес çулхи пĕрремĕш çурçула хаçат-журнал çырăнтараççĕ. Тутарсем ытларах «Вакыт», «Юлдаш» хаçатсене кăмăллаççĕ, «Каçал ен» хаçата çырăнакансем те пуррине палăртаççĕ почтальонсем.
— Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакансем район хаçатне — «Каçал ене» — ытларах кăмăллаççĕ, ытти изданисене те айккине тĕкмеççĕ. Паянхи кун хаçат-журнал тусĕсем — аслăрах çулхисем, çамрăксем хыпар-хăнара ытларах Интернет урлă вуласа пĕлеççĕ пулас, — пĕлтерчĕ почтальон сумкине хаçат-журналпа тултаракан Людмила Полякова. Чĕчкен ял çыннисем патне куллен васкакан почтальон вăл — Ильхамия Гибатдинова. Кунта пурăнакансем ăна ĕçе пĕлсе пурнăçланишĕн хисеплеççĕ. Хаçат-журналсене вăл вăхăтра валеçсе парать, пенси укçине те çийĕнчех илеççĕ пенсионерсем, газшăн, электроэнергишĕн тÿлемелле-и — пурне те йышăнма тăрăшать почтальон.
— Коллективра ĕç кал-кал пырать. Почтальонсем кашни кунах çула тухаççĕ, периодика изданийĕсене вырăна çитереççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — хаçат-журнал çырăнакансен йышне ÿстересси, палăртнă плана вăхăтра тултарса пырасси. Ĕçченсем чăннипех маттур. Чылай çул тăрăшаканнисем çамрăксене ĕçе хăнăхтараççĕ. Пĕр-пĕринпе канашласан, пулăшсан ÿсĕмсем пулаççех, — терĕ пĕтĕмлетсе почта уйрăмĕн начальникĕ Наталья Шуряшкина.
Почта уйрăмĕнче тăрăшакансем ял çыннисен кулленхи ыйтăвĕсене те туллин пурнăçлаççĕ. Акă, Лилия Гизатуллина операторăн ĕç кунĕ ирех пуçланать. Ял çыннисем газшăн, электроэнергишĕн, телефоншăн тÿлеççĕ, кредит хываççĕ тата ытти те. Пурне те вăхăтра йышăнмалла, хаçат-журнал, тавар сутмалла.
Тăрăшуллă коллективра ĕç кал-кал пыни тÿрремĕнех сисĕнет. Кун пирки хаçат тусĕсем те çирĕплетсех каларĕç.
— Пирĕн тăрăхри почтальонсем — чи матуррисем, — терĕç вĕсем.
А.ЕФРЕМОВА.