Четверг, 25 апреля

Тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă

Тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Ку вăл — чир-чĕре пăхмасăрах тĕрлĕ ĕçе хастаррăн хутшăнакансен, йывăрлăхсенчен хăрамасăр малалла талпăнакансен кунĕ. Çак уяв пирĕнпе юнашар пулăшу тата тимлĕх ыйтакан çынсем те пуррине аса илтерет.
Çавна май районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче «Инвалидсен право хÿтĕлевĕ» темăпа çавра сĕтел йĕркелерĕмĕр. Ăна районти инвалидсен обществин председателĕнче тăрăшакан Ирина Албутова ертсе пычĕ. Мероприятие РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Ирина Белобаева, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Екатерина Жукова, медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕн специалисчĕсем тата район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
РФ Ял хуçалăх банкĕн вырăнти уйрăмĕн специалисчĕ Ирина Соколова «Финанс пĕлĕвĕ» темăпа тухса калаçрĕ, вăл халăхăн пурнăç шайне ÿстерме кирлине палăртрĕ. Финанс енĕпе пĕлÿ çителĕксĕр пулсан, ултавçăсен аллине çакланас, йăнăш йышăну тăвас хăрушлăх пуррине пĕлтерчĕ.
Пуçтарăннисем çавра сĕтеле хутшăнакансен тĕрлĕ ыйтăвне тулли хурав пачĕç. «Радуга» ача садне çÿрекенсем ?музыка ертÿçи — Ольга Буслаева/ хăйсен юрри-ташшипе савăк кăмăл парнелерĕç.
Çак кун вулавăша пуçтарăннисем тĕрлĕ ыйтусем çине хурав тупнипе пĕрлех, чунпа канчĕç, пĕр-пĕринпе канашларĕç. Вĕсене тимлĕх уйăрни темрен паха. Эпир вара уява йĕркелеме пулăшнăшăн, спонсорла пулăшу кÿнĕшĕн Физикат Абитова, Мансур Ямалиева, Александр Батюкова тав тăватпăр.
И.АЛБУТОВА,
библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *