Çĕр çинче чĕрепе юн тымарĕсен тата рак палăрăмĕсем хыççăн пурăнас кун-çула вăхăтсăр татаканни инсульт шутланать. Чире парăнтарнисен те чылайăшĕн ĕç тухăçлăхĕ чакать. Мĕне пула хавшать-ши çын пурнăçĕ? Паллах, чи малтан, юн пусăмĕ пĕр шайра тăманнипе. Чĕрен ишеми чирĕ пулнипе. Сахăр диабечĕ палăрнипе. Пирус туртнипе, ÿт-пÿ тулса пынипе, сăра-эрех ĕçнипе. Ÿсĕм çулĕпе ăруран ăрăва куçакан чирсем те витĕм кÿреççĕ.
Инсульт пуç мими патне пыракан юн тымарĕсем пĕрĕннипе те пулма пултарать. Малтанах çын вăй-халĕ чакнине сисме пуçлать, аллисем «çывăрма» пăхаççĕ, калаçу кĕскелет, пĕр куç япăхрах курма тытăнать… 24 сехет хушшинче çак палăрăмсем татах та вăйланаççĕ. Инсульт ытларах кăнтăрла пулать. Вăл вăхăтра пĕр енчи алăра, урара вăй-хал чакни палăрать. Часах вĕсем нимĕн туйми пулаççĕ. Çын калаçнине те уйăрма çукрах. Кулнă чухне е шăла кăтартсан та çăвар «пăрăннине» сисме пулать. Хăшĕсем инсульт вăхăтĕнче тăнне çухатаççĕ. Пуç питĕ вăйлă ыратма пуçлать. Çак палăрăмсене сиссен пĕр тăхтавсăр васкавлă пулăшу чĕнмелле. Тухтăрсем çитиччен чирлĕ çынна, енчен те вăл тăнне çухатнă пулсан, хăяккăн вырттармалла, çăварĕнчен апат юлашкисене, шăл протезĕсене кăларса илмелле. Çын сывланипе кăсăкланмалла. Каланине вăл ăнланать пулсан кресло е диван çине меллĕ вырнаçтарса лартмалла, çурăмĕ хыçне минтер хумалла. Кĕпен çÿлти тÿмисене вĕçертмелле, тăвăр тумтире хывтармалла. Енчен те юн пусăмĕ 200 миллиметртан иртсен халиччен мĕнле эмелпе усă курнă çавна ĕçтермелле.
Юн пусăмне кирек камăн та виçсех тăмалла. Апата тăварсăртарах çиме тăрăшмалла. Выльăх çăвĕсемпе пĕлсе усă курмалла, пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле. Уйăхра 2—3 хутчен те пулин рациона пулă кĕртмелле. Пирус сывлăхшăн сиенлĕ пулнине те манмалла мар. Талăкра 30 минутран кая утмалла мар. Çавăн пекех юнри сахăра тĕрĕслесех тăмалла.
Сывлăхлă пулăр, хăвăра упрăр!
И.ЕФРЕМОВА,
врач-кардиолог.
Х